Кил-çуртсăррисене пулăшу парассипе конференци
Çӗнӗ хыпарсем

Кил-çуртсăррисене пулăшу парассипе конференци

Июнӗн 29-мӗшӗсенче ТР Наци библиотекинче «Пурнăç пахалăхӗ. Кил-çуртсăррисене Президент хушăвӗпе килӗшӳллӗн медицина пулăшăвне парасси: çитӗнӳсем, перспективăсем, çӗнӗ чӗнӳсем» Пӗтӗм Раççей конференцийĕ уçăлчӗ

 Форума йӗркелекенӗ «Справедливая помощь Доктора Лизы»Халăхсен хушшинчи ыркăмăллăх организацийӗ. Ăна ку ӗçре РФ Ӗçпе социаллă хӳтлӗх министерстви тӗрев панă. Çавăн пекех  «Счастливые люди» социаллă проектсен центрӗ, «Приют человека» социаллă реабилитаци центрӗ» форума йӗркеленӗ çӗре хутшăннă.   ТР Правительствипе ТР çын прависен енӗпе уполномоченнăйӗ пулăшнă.  «Справедливая помощь 2026» программа витӗмӗпе кил-çуртсăр çынсене медицина пулăшăвне парасси çинчен тапратнă ыйтăва сӳтсе яваççӗ конференцире.

Форум программи икӗ куна тăсăслать. Пӗрремӗш кунӗнче спикерсем тухса калаçнă. Иккӗмӗшӗнче, июнӗн 30-мӗшӗнче, конференцие хтшăнакансем кил-çуртсăр çынсене пулăшу парассипе ӗçлекен организацисене çитсе кураççӗ.


конференция

Нет комментариев