Килĕшӳ тума электронлӑ почта урлӑ заявка пама пулать
Тутарстанра пурăнакансем техобслуживани, газ оборудованине юсама килĕшӳ тума 2024 ҫул вӗҫлениччен пултараҫçĕ.
Паянхи кун тӗлне республикӑра 1,6 миллион абонент килĕшӳ тунă. Кун пирки «Газпром трансгаз Казань» генеральнӑй директорӗн ҫумӗ Михаил Фролов пӗлтернӗ.
«Саккун тухсассăнах кун пек кĕске вӑхӑтра договорсем туса пӗтерме пурте ӗлкӗрейменнине эпир ăнлантăмăр. Организаци ку ӗҫе 2024 ҫулта та малалла тӑсма палӑртать. Ажиотаж ан пултăр тесе график та хатӗрлерӗмӗр», — тенĕ спикер.
Килĕшӳ тума килӗшменсен кӑна штраф пама пултарнине те каласа хăварнă Михаил Фролов. Хирӗҫлекенсемпе ҫу вăхăтĕнче е ҫитес ҫул вӗҫленнӗ тӗле ӗҫлеме палӑртнӑ.Вăл палӑртнӑ тӑрӑх, договора килтен тухмасăрах тăвас тесен dogovor@tattg. gazprom. ru электронлӑ адрес ҫине заявка ямалла. Сайтра тӗрлӗ информаци те тупма пулать.
Аса илтеретпӗр, 2023 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен федераллӑ саккун вӑя кӗнӗ. Унпа килӗшӳллӗн ҫуртри е хваттерти газ оборудованине техника енчен пӑхса тӑма Тутарстанра газпа тивĕçтерекен организацисем кӑна ирттерме пултараҫҫӗ, вӑл вара «Газпром трансгаз Казань» шутланать.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев