Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Килте ӗне, сурăх-качака усранăшăн субсиди валли заявкăсене май уйăхӗн 4-мӗшӗччен йышăнаççӗ

Сăвăнакан пӗр ӗнешӗн 6300-шер, çулталăкран аслăрах ярккапа сурăхшăн тата качакашăн 1000-шер, виçӗ çултан аслăрах кӗсрешӗн 5000-шер тенкӗ укçа параççӗ.

ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерстви килте выльăх тытнă тăкакăн пӗр пайне саплаштарма черетлӗ пулăшу пама йышăннă. Харпăр хуçалăхсенчен завкăсене апрелӗн 20-мӗшӗнчен пуçласа май уйăхӗн 4-мӗшӗччен йышăнаççӗ.

Сăвăнакан 8 ӗнерен ытларах вырнлă пӗчӗк ферма строительстви валли 1 миллион, 5 ӗне вырнаçаканни валли патшалăх 500 тенкӗ субсиди парать, тесе пӗлтерет ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пресс-служби.

Документсене электронлă майпа «Мои субсидии» системи урлă ямалла. Ыйтса пӗлмелли телефон : 8(843) 221-76-88 (8801)

(Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство