Сувар

г. Казань

18+
Çӗнӗ хыпарсем

КИНЕМИСЕМ САЛТАКСЕМ ВАЛЛИ ЧĂЛХА ÇЫХАÇÇӖ

Çăм чавма, арлама пӗлекен çамрăксем сайра халь, çакна ăнланаççӗ ватăсем

 

Шутланă-ши çак аслă çулти çынсем хăйсен пурнăçӗнче тепӗр хут çывăх çыннисене вăрçа ăсатма тивӗ тесе? Çук, шутламан пуль. Паянхи кун вӗсем каллех аллисене кӗнчеле тытса Донбасри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли чăлха-нуски çыхаççӗ. Çӗнтерӗве хăйсем мӗнле пултарнă таран çывхартма тăрăшаççӗ.

Уняслу Сидулловна Сатыбалова кăçал 98 çул тултарчӗ. Анчах та вăл çăм арласа пама кăна пултаратăп-ха терӗ. Зинаида Падиряковна Ильмуковăпа Сайреби Емендеевна Саваднеева вара кашни кун ял клубне васкаççӗ. Хăшӗ çăм арлать, хăшӗ чавать. Çамрăксен хушшинче ку ӗçсене ӗçле пӗлекен сахал. Çакна ăнланаççӗ вӗсем.

Ял çыннисем те айккинче юлмаççӗ. Икӗ хутчен фронтра кирлӗ япаласем пуçтарса ăсатрӗç. Ку ӗçе вара ветерансен председателӗ Лидия Савельевна Лисина йӗркелесе пырать.

 

Людмила САВАСТЬЯНОВА. 

Элмет районӗ, 

Патраклă. 

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Своих не бросаем