Кипеккассинчи Татьяна Иванова – Тутарстан чемпионки!
Пăва районӗнчи Кипеккассинче пурăнакан педагогика ветеранӗ Татьяна Алексеевна Иванова кăçал январь уйăхӗн вӗçӗнче йӗлтӗр спортне юратакансен хушшинче иртнӗ республика первенствин иккӗмӗш тапхăрӗнче 10 километр дистанцие чупса ылтăн медаль çӗнсе илнӗ.
Нумай çул Пăвари 5-мӗш гимназире ачасене вӗрентнӗ Татьяна Алексеевна Иванова яланах спортпа туслă пулнă-ха, халӗ те çак ырă йăлана пăрахмасăр ыттисене хавхалантарать, тесе пӗлтерет вырăнти хаçат. Палăртса хăвармалла, республика первенствине ăна мăшăрӗ, Юрий Михайлович Иванов тренер хатӗрленӗ.
Пӗлтӗр декабрь уйăхӗнче иртнӗ ăмăртăвӗн пӗрремӗш тапхăрӗнче Татьяна Алексеевна 5 километр дистанцире финиша иккӗмӗш çитсе кӗмӗл медаль çӗнсе илнӗ пулнă. Иккӗмӗш тапхăрӗнче вара ылтăна вӗçертмен, 60 – 70 çултисен категорийӗнче 10 километрлă дистанцие чупса 50 яхăн йӗлтӗрçе хыçа хăварса пӗрремӗш вырăна тухнă.
Пăва районӗнчи спорт ветеранӗсен канашӗн Вячеслав Шурбин сăмахӗсем тăрăх, ветерансен спортӗнче пăвасен хушшинче кун пекех пысăк çитӗнӳ туни хальччен пулман-ха. Пултаруллă спортсмена, педагогика ветеранне Татьяна Алексеевна Ивановнăна хăйӗн ӳсӗм категорийӗнче Тутарстан чемпионӗ пулнă ятпа эпир те саламлатпăр! (Сăнӳкерчӗк buinsk-tat.ru сайтран).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев