Учук пăтти вăй-хал парать
Пӗрле хутшăнатпăр, пӗр хурантан çиетпӗр, пӗр шухăшпа пурăнатпăр.
Ҫулсерен Пăва районӗнчи Кипеккасси халăхӗ июнӗн 28-мӗшӗнче ял хӗрринчи уçланкăна пухăнса Учук ирттерет. Мӗн авалтан туса пынă ял-йыш çак йăлана. Анчах ӗнер кунӗпе ҫумӑр лӳшкенипе, ял уявне паяна куҫарнӑ. Сӑмах май, паян Элмет районӗнчи Патраклӑра та УЧУК ирттереҫҫӗ.
– Пӗрле хутшăнатпăр, пӗр хурантан çиетпӗр, пӗр шухăшпа пурăнатпăр. Çавăнпа пирӗн ял пурнăçран юлса пымасть, пур енчен те аталанса пырать, – тет нумай çул Кипеккассин ял хуçалăх пӗрлешӗвне, унтан ял поселенине ертсе пынă Валерий Ярхунов.
Халăх никам хушмасăр пухăнать. Ку уявра пуçлăх çук. Пӗтӗм ӗçе туслăн килӗшсе ваттисем вӗрентнӗ пек тăваççӗ. Тӗрлӗ кӗрпесенчен пăттине те пӗçереççӗ, юррине те юрлаççӗ.
Аслисенчен çамрăккисем вӗренсе пымалла. Ламран лама.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев