Кира Кузнецован ӗмӗчӗ пурнăçланчӗ
Республикăра тухса тăракан «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова «Елка желаний» Çӗнӗ çул акцине хутшăнса 6 çулти Кира Кузнецован ӗмӗтне пурнăçларӗ. Пӗчӗк хӗрача çуралнăранпа сахăр диабечӗпе аптăрать. Вăл Хусанта амăшӗпе тата кукамăшӗпе пурăнать. Хӗрача кăçал пуçласа «Елка желаний» Пӗтӗм Раççейри ыркăмăллăх акцине хутшăнса сюрприз-парне кӗтнине пӗлтернӗ.
Асăннă акцие хутшăнса кăмăл пуррисем пурте ятарлă çар операцине хутшăннисен, сахал тупăшлă çемьесенчи ачасене, тăлăхсене, Курскпа Брянск облаçӗнче, Раççей шутне кӗнӗ çӗнӗ регионсенче пурăнакан ачасене парне тума е пӗр-пӗр ӗмӗтне пурнăçлама пултараççӗ.
Хăй парнине Кира паян ирхине декабрӗн-28-мӗшӗнче илчӗ. Редакцирен килнӗ хăнасене вăл савăнса кӗтсе илчӗ. Калаçура хăй ӳкерме юратнине, пластилинран тӗрлӗ теттесем тума кăмăлланине пӗлтерчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев