Кирлӗ сиплевпе тивӗçтерме чăрмав çук
Хусанти Вăрçă ветеранӗсен госпиталӗн тӗп врачӗ Ильдар Фахрутдинов Тутарстанра çапăçу хирӗнче аманнисене сиплесе сыватассипе икӗ госпиталь ӗçлени çинчен каласа пачӗ – Хусанта тата Çырчаллинче.
Хусанти Вăрçă ветеранӗсен госпиталӗн тӗп врачӗ Ильдар Фахрутдинов Тутарстанра çапăçу хирӗнче аманнисене сиплесе сыватассипе икӗ госпиталь ӗçлени çинчен каласа пачӗ – Хусанта тата Çырчаллинче.
«Паян аманнисене реабилитаци иртме виçӗ тапхăр йӗркеленӗ эпир. Çакна тума лицензи те пур, çӳллӗ шайри оборудовани те, кирлӗ мероприятисене пурне те ирттеретпӗр», – каласа пачӗ Ильдар Азатович. Госпитальте психолог пӳлӗмӗ те ӗçлет. Тӗрлӗ терапи кабинечӗсенче тренажерсемпе ятарлă аппаратсем лартнă. Пӗтӗм техника хальхи вăхăтри. Госпитальсен ӗçне вӗсенче сипленекенсем кăтартса параççӗ, паян сывлăхне çирӗплетнисен йышне пăхсан çак сывлăх сыхлав заведенине ырламалла.
Сиплев хыççăн çар çыннисем комисси иртеççӗ.
Госпитальпе çыхăннă ыйтусене (843) 239-15-11 телефонпа шăнкăравласа пӗлме пулать.
Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ» ИА,авторӗ В.Васильев.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев