Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Кивӗ Ӳселӗнче çуралса ӳснӗ харсăр танкиста Алексей Айдова ял-йыш манмасть

Çемьере ывăл ача çуралсан пирӗн енчи чăвашсем ăна ӗлӗкрен салтака юрăхлă пултăр тенӗ. Салтак пулма кашни арçын ача шкулта вӗреннӗ вăхăтрах ӗмӗтленме тытăнать…

Вӗренӳре те, спортра та малта

Алексей Витальевич Айдов­ ­1987 çулхи пуш уйăхӗн 11-­мӗ­шӗн­че Аксу районӗнчи Ки­вӗ Ӳсел ялӗн­че çуралнă. Ашшӗ, Виталий Георгиевич, «Сульча» колхозра тракто­ристра, ферма заведующийӗнче вăй хунă, амăшӗ, Нина Георгиевна, Кивӗ Ӳселӗнчи Культура çуртӗнче техничка ӗçне пурнăçланă. Çемьере Алёша тăваттăмӗш ача пулнă. Унран маларах Таня, Ирина, Анжелика аппăшӗсем, ун хыççăн Володя ятлă шăллӗ çуралнă. Ку пысăк çемьере Виталий Георгиевичăн амăшӗ çамрăклах çӗре кӗнине пула Светланăпа Валя йăмăкӗсем тата Георгий шăллӗ те пурăннă. Виталипе Нина пурне те вӗрентсе кăларса пурнăç çулӗ çине тухма пулăшнă…

Алексей 1994 çулта шкула çӳ­ре­ме пуçланă. Унăн пӗрремӗш вӗрентекенӗ Ирина Леонтьевна Казакова (Фомина) пулнă. Алёша малтанхи кунсенченех питӗ тăрăшса вӗренме пуçланă, унăн вӗренӳ табелӗнче «5» паллăсем кăна пулнă. Киле панă ӗçсене вăл çав кунах тума тăрăшнă. Туслă çемьере ачасем ашшӗ-амăшне пулăшнă, шкулта пӗринчен-пӗри лайăхрах вӗреннӗ. Алёша яланах малти парттă хушшинче ларнă, вӗрентекен хушнă ӗçсене тирпейлӗн те тӗрӗс пурнăçланă. Класри, шкулти тӗрлӗ мероприятисене хастар хутшăннă, кӗнеке вулама юратнă, спортпа туслă пулнă. Уйрăмах, вăл баскетболла выляма юратнă, уроксем хыççăн физкультура вӗрентекен Александр Василь­евич Крмаков ертсе пыракан баскетбол секцине çӳренӗ. Районти ăмăртусенче шкулăн бас­кетбол команди пӗрре мар çӗнтерӳçӗ, призёр пулнă. Çуллахи вăхăтра ял вӗçӗнчи çерем çинче, Кукăрта, футбол вăййисем йӗркелесе ирттернӗ, унта хăй те тăрăшса вылянă.  

 

Танкист

5-мӗш класран пуçласа Алексей вӗренекен класс ертӳçи Борис Андреевич Захаров пулнă. Борис Андреевич Алёшăна ырăпа анчах асăнать. Вăл мӗнле ӗçе те вăхăтлă пурнăçланă, яланах малти ретре пулнă. ОБЖ предметне ытларах кăмăлланă, малалла çар училищине вӗренме кӗме шут тытнă.10-11 классенче вăл Расих Гафуровпа пӗр парттă хушшинче ларнă. Вӗсем иккӗшӗ те физика предметне юратса вӗреннӗ, экзамена хатӗрленме физика учителӗ патне пӗрле çӳренӗ. Алексей математика, физика, хими задачисене çăмăллăнах шутланă, юлташӗсене те пулăшнă. Пултаруллă, ырă кăмăллă йӗкӗт 2005 çулта Кивӗ Ӳсел вăтам шкулне кӗмӗл медальпе пӗтернӗ. Çав çулах Хусанти аслă çар команда танк училищине вӗренме кӗнӗ. Каччă унта та аван вӗреннӗ, гусеницăллă машинăн механик-водителӗн удостоверенине илнӗ. 2009 çулхи июнӗн 26-мӗшӗнче çак çар училищине ăнăçлă вӗренсе пӗтернӗ. Унăн дипломӗ çинче ­«Айдову Алексею Витальевичу ­при­суж­де­на квалификация менеджера по специальности «Управление персоналом», – тесе çырнă. 

Çамрăк лейтенантăн малаллахи служба вырăнӗ Екатеринбург хули пулса тăнă. Пӗр çулталăк­ран ăна Сызрань хулине куçарнă. 2011 çулта, çар йышне чакарнине пула, Алексей Витальевич çар ӗçӗнчен тухса Хусанти çу комбинатӗнче мас­тер-наладчик пулса ӗçлеме тытăннă. Хăйне шанса панă ӗçе тӳрӗ кăмăлпа пурнăçланă.

 

Ангел сывă юлайман...

Ятарлă çар операцийӗ пуç­лансан 2022 çулхи сентябрӗн 27-мӗшӗнче Алексей Виталь­евича тулли мар мобилизаци йӗркипе çар ретне тăма повестка панă. Каччă ним шутласа тăмасăрах çар комиссариатне кайнă, Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисен ретне тăма килӗшнӗ. Хатӗрленӳ тапхăрне Хусанта иртнӗ. Пӗр уйăх­ран, октябрӗн 28-мӗшӗнче, вӗсен командине ятарлă çар операцине ăсатнă. Унта Алексей аслă лейтенант званийӗпе 29656-мӗш номерлӗ çар чаçӗнче мотострелковăй батальонта взвод командирӗ пулса çапăçнă. Вăл хăйне Ангел позывной илнӗ. Ку çар ушкăнӗ Донецк тата Луганск Халăх Республикисенчи çӗрсене ирӗке кăларассишӗн пынă операцисене хутшăннă. Кашни çур çул хушшинче тăван килне отпуска килнӗ, тăванӗсемпе, ял халăхӗпе, юлташӗсемпе, шкулта хăйне вӗрентнӗ учительсемпе, шкул ачисемпе тӗл пулнă. 

Вăрçă çухатусăр пулмасть. 2023 çулхи раштав уйăхӗн 21-мӗшӗнче Красногоровка хули патӗнче йывăр çапăçу вăхăтӗнче взвод командирӗ Алексей Айдов аманнă. Ăна юлташӗсем, тăшман пилотсăр вӗçекен аппаратсемпе атакăланине пăхмасăр, госпитале илсе кайнă. Анчах та, юн нумай çухатнине пула, тухтăрсем çамрăк офицера  çăлса хăварайман. 

Алексей Витальевич аслă лейтенанта декабрӗн 31-мӗшӗнче тăван ялӗнче пытарчӗç. Паттăра юлашки çула ăсатма пӗтӗм ял çынни пуçтарăнчӗ. Унта Хусанти танк училищинчен вӗрсе каламалли инструментсен оркестрӗ, хисеплӗ хурал салтакӗсем килчӗç. 

Алексей Витальевич Айдова РФ Президенчӗн В.В.Путинăн Ука­зӗ­пе вилнӗ хыççăн «Харсăрлăх­шăн» медальпе (25.12.2023) тата Паттăрлăх орденӗпе (07.02.2024) наг­радăланă. 

 

Алексей ячӗпе – Асăну хăмипе «Паттăр партти» 

2024 çулхи ака уйăхӗн пуç­ламăшӗнче Алексей Витальевич Айдова асăнса шулта Асăну хăми уçрӗç. Çӗршыв хӳтӗлевçисен ячӗсене ӗмӗрлӗхе асра хăварас енӗпе ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Надежда Владимировна Айдова пысăк ӗç илсе пырать. Вăл тăрăшнипе Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсен ячӗпе лартнă палăк патне мрамор стела вырнаçтарчӗç. Ку стела çине Афган вăрçине, Чечняри çапăçусене, ятарлă çар операцине хутшăннă йӗкӗтсен хушамачӗсене çырнă. Пирӗн ялтан Украинăра пыракан ятарлă çар операцине хутшăнакансен шучӗ çирӗм пилӗк çынран та иртсе кайрӗ. Вӗсенчен ытларахăшӗ унта хăй ирӗкӗпе тухса кайрӗ. Шел пулин те, унта пуç хунисен шучӗ пилӗк çынран та иртрӗ.

2025 çулхи нарăс уйăхӗн 25-мӗшӗнче Кивӗ Ӳсел вăтам шку­лӗнче «Паттăр партти» уçрӗç. Церемони Раççей Федерацийӗн гимнӗпе пуçланчӗ. Шкул директорӗ Любовь Владимировна Гаврилова Алексей Айдов ячӗпе «Паттăр парттине» уçни питӗ пысăк пӗлтерӗшлӗ пулни пирки каларӗ. Ку çитӗнсе пыракан ăрушăн ырă тӗслӗх пулнине палăртрӗ. Ку мероприятие директорăн воспитани енӗпе советникӗ Лидия Николаевна Чернова тата акăлчан чӗлхи вӗрентекен Ольга Николаевна Охотникова çӳллӗ шайра ерт­се пычӗç, пирӗн ентешӗн пурнăç çулӗпе паллаштарчӗç, Алексей ячӗпе чуна пырса тивекен патриотла сăвăсем вуларӗç. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Надежда Владимировна Айдова хамăрăн паттăрсене манмалла марри çинчен, вӗсем пирӗншӗн ырă тӗслӗх пулнине палăртса хăварчӗ. Класс ертӳçи пулнă Борис Андреевич Захаров Алёша шкулта мӗнле вӗренсе пыни, обществăлла  ӗçсене хастар хутшăнни, спортра çитӗнӳсем туни çинчен каласа пачӗ. 

Алексей Айдов ячӗпе «Паттăр парттине» уçма унăн амăшне Нина Георгиевнăна тата ятарлă çар операцийӗнчен отпуска килнӗ Никита Юрьевич Молоткина ыйтрӗç. «Паттăр партти» хушшине чи малтан ларма Кивӗ Ӳсел шкулӗнче вӗренекен Антон Айдовпа Дмитрий Титов тивӗçрӗç.

Алексей Витальевича пӗрле службăра тăнă юлташӗсем те манмаççӗ. Час-часах Нина Георгиевна патне килсе каяççӗ, паттăрăн вилтăпри çине чечек çыххисем кайса хураççӗ. Алексейӗн ырă ячӗ, паттăрлăхӗ ял-йыш асне яланлăхах кӗрсе юлчӗ.

 

Аркадий МИХАЙЛОВ.

Аксу районӗ, Кивӗ Ӳсел.

Айдовсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Герои СВО