Кивӗ Тимушкел шкулӗнче «Музее экспонат парнеле» акци ирттернӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Кивӗ Тимушкел шкулӗнче «Музее экспонат парнеле» акци ирттернӗ

Майăн 18-мӗшӗнче çулсерен Халăхсен хушшинчи музейсен кунне паллă тăватпăр. Çак кун тӗлне Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкел вăтам шкулӗнчи историпе таврапӗлӳ музейӗ «Музее экспонат парнеле» акци ирттерчӗ.

Унăн тӗллевӗ – музее авалхи паха япаласемпе пуянлатасси, çамрăк ăрăва кивӗ япаласене упрама вӗрентесси, вӗсен пӗлтерӗшне ăнланма пулăшасси.

Асăннă акцие 5 – 9-мӗш классенче вӗренекенсем питӗ хастар хутшăнчӗç: экспонатсем шырарӗç, тупса музее илсе килсе пачӗç. Халăхсен хушшинчи музей кунӗнче вара шкулта çӗнӗ япаласен куравне йӗркелерӗмӗр.

Вӗренекенсем хăйсем илсе килнӗ экспонатсен историйӗпе паллаштарчӗç: ăна ăçтан тупни, вăл мӗнпе хакли çинчен каласа пачӗç. Кашни хутшăнаканах сертификат парса хавхалантартăмăр.

Елена КОЖЕМАНОВА.

Аксу районӗ,

Беловка.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.


День музеев

Нет комментариев