Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Классика сума суса

Ноябрӗн 7-мӗшӗнче СССР халăх артисчӗ Марсель Салимжанов 90 çул тултарнă пулӗччӗ


Юбилей тӗлне Чехов урамӗнчи 53-мӗш çурт çине ӗнер СССР халăх артисчӗн, Тутарстанри çеç мар, çӗршыври наци театрӗсен хушшинчи паллă режиссерăн Марсель Салимжановăн Асăну хăмине уçрӗç. Унăн авторӗ Тимофей Тюрин ӳнерçӗ (А.С.Пушкин 225 çул тултарнă тӗле Хусанти Карл Фукс çурӗ çинче вырнаçтарнă Асăну композицин авторӗ те вăлахчӗ). 
Ку çуртра Марсель Хакимович 1995 — 2002 çулсенче пурăннă. 
Марсель Салимжанов 1934 çулхи ноябрӗн 7-мӗшӗнче Хусанта çуралнă. 1966 çулта вăл Г.Камал ячӗллӗ тутар патшалăх драма театрӗнче ӗçлеме пуçланă. Юлашки сывлăшӗ тухми пуличченех чунӗпе, чӗрипе, ăсӗпе çак театра парăнса ӗçленӗ вăл. Çамрăк артистсене вӗрентсе кăларассине те вăл хăй çине илнӗ. 1990 çулта Хусан Патшалăх культура инстутӗнче ятарласа йышăннă студентсен ушкăнне диплом илсен Г.Камал театрӗн сцени çинче выляма вӗрентнӗ. Вӗсем халь пурте Г.Камал сцени çинче паллă артистсем. 
Историе кӗрсе юлнă миçе чаплă спектакль лартман-ши çак вăхăтра? Вӗсенм пурте классика шайӗнче, вӗсене пăхса паянхи реăиссерсем, артистсем сцена ăсталăхне ăса хываççӗ.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Сăнӳкерчӗксем Г.Камал театрӗн пресс-службинчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Искусство