Кӗлпук мучи ачасене юмахсем вуласа пачӗ
П.В.Дементьев музейӗнче литература сехечӗ иртрӗ
Раççей халăхӗсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗн шайӗнче П.В.Дементьев музейӗнче «Раççей халӑхӗсен юмахӗсем тăрăх çул çӳрени» ятпа литература сехечӗ иртрӗ. Тӗллевӗ çӗршывăмăрти халӑхсен культурисен тӗрлӗ енлӗхӗпе халӑх юмахӗсем урлă паллаштарасси пулчӗ.
Ачасем сӗтел хушшине ларнă та «Çарӑк» юмаха пăхаççӗ. Çак самантра алӑка шаккаса палламан мучи кӗчӗ. Чӑматанпа хăй. Ачасем унпа интересленчӗç.
– Кам пулатӑр, асатте, мӗн ятлӑ эсир? – ыйтрӗç ачасем пурте пӗрле. – Палламастпăр пачах та.
– Эпӗ Кӗлпук мучи пулатăп, юптаруçӑ, – паллаштарчӗ хӑйӗнпе мучи.
«Асамлӑ» чӑматанне уçрӗ те – унта тӗрлӗ халӑх юмахӗсен кӗнекисем туп-туллиех иккен. Ачасем хаваспах вырăс, чăваш, тутар халăхӗсен юмахӗсемпе паллашрӗç, киленсе кайсах вуларӗç, пӗрне-пӗри пӳлсе сӑнарсем çинчен калаçрӗç. Çаплах ятарласа юмахсем валли çӗленӗ, пӳрне çине тӑхӑнса вылямалли чӗрчунсемпе «Керменкке» юмаха выляса кăтартрӗç. Викторина ыйтӑвӗсене кӑсӑклансах хуравларӗç, тупмалли юмахсен тупсăмне тупрӗç, юмахсенчи сăнарсене аса илчӗç.
Кӗлпук мучи ачасене «Виçӗ упа», «Иван-паттăр», «Пакăлти кăвакал» юмахсене вуласа пачӗ. Ачасем тимлӗн итлесе ларчӗç. Кайран эпир вӗсене сӳтсе яврӑмӑр, ыйтусем çине хуравларăмăр.
«Юмахсем çӑткӑнлӑхпа хаярлӑха сивлеççӗ. Ырри яланах усаллине çӗнтерет», – çапла пӗтӗмлетрӗç ачасем литертура сехетне.
Юрий АДЪЮТАНТОВ.
Çӗпрел районӗ, Çӗнӗ Упи.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев