Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кофе. Сывлăхшăн сиенлӗ е усăллă?

Врач пӗвершӗн чăннипех сиенлӗ препарат çинчен те асăрхаттарнă

 

Ку ыйту Шекспирăн «Гамлет» трагедийӗнчи «Быть, или не быть» ыйту пекех нихăçан вӗçленессӗн туйăнмасть.

Апла пулин те нумай пулмасть «Россия 1» телеканалпа медицина ӗçченӗ çак ӗçме пӗвершӗн чи усăллă çимӗçсенчен пӗри пулни çинчен каланă, хăйӗн сăмахӗсене сăнанисемпе çирӗплетнӗ. Уйрăмах гепатит, ытти чирсемпе аптракансмшӗн кофе ӗçни аван иккен. Вăл гепатит чирне цирроза куçма чарать иккен, циррозпа аптракансенне те пулăшать – онкологи чирӗсене аталанма памать. Пӗвершӗн çаплах хӗрлӗ аш, лимон тата кӗвӗлнӗ сӗт çимӗçӗсем усăллă тесе пӗлтернӗ вăл.

Врач пӗвершӗн чăннипех сиенлӗ препарат çинчен те асăрхаттарнă – парацетомол пӗвер клеткисене вӗлерет имӗш. Мухмăрпа аптракансен пуç ыратнинчен парацетамол ӗçмелле мар тесех асăрхаттарнă (шăнса пăсăлнинчен сипленекенсене те пырса тивеççӗ сăмахӗсем).

Сăнӳкерчӗк «Татр-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Здоровье