Конгресс Ӗçтăвкомӗн çӗнӗ ӗртӳçӗ
ЧНК президенчӗ Николай Угаслов çак кунсенче конгресс ӗçченӗсене çӗнӗ ертӳçӗпе паллаштарнă.
Чăваш наци конгресӗнче улшăнусем пулнине пӗлтерет ЧНК пресс-служби. Хальччен Ӗçтăвком председателӗн ӗçне пурнăçласа пынă Валерий Клементьева нумай пулмасть Чăваш Республикин оперăпа балет театрӗн директорне лартнă май, ун вырăнне малалла Анатолий Ухтияров йышăнӗ. ЧНК президенчӗ Николай Угаслов çак кунсенче конресс ӗçченӗсене çӗнӗ ертӳçӗпе паллаштарнă. Тӗрӗссипе, Анатолий Ухтияров ЧНКра çӗнӗ çын мар, конгресс йӗркеленнӗренпех ун ӗçне хутшăнать. Паллă юрист чылай çул Чăваш Енри власть тытăмĕнче ĕçленĕ, юлашки çулсенче Чăваш Патшалăх Канашĕн аппаратне ертсе пынă. Таврапĕлÿçĕ, 60 ытла наука ĕçĕ çырнă, 5 кĕнеке кăларнă. Пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнче иртнĕ Чăваш наци конгресĕн Х Аслă Пухăвĕнче Анатолий Ильича конгресăн президиумне суйларĕç, вице-президент пулма шанчĕç. Халĕ вăл Чăваш Республикин Общество палатин ертӳçин çумĕ пулса тăрăшать, унта ЧНК ыйтăвĕсене те хӳтĕлет. (З.Яковлева сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев