Конкурс укçипе çул сарнă
Нурлат хулин Анат Нурлат микрорайонӗнчи Газовая тата Анат Нурлат урамсемпе масар патне çуран та, транспортпа та çитме чăрмав çук халӗ.
Халăха хумхантаракан ку ыйтăва тинех татса пама май пуррине пӗлтерчӗ вырăнти 3-мӗш номерлӗ ТОС (Территорин обществăлла хăйтытăмлăхӗ) ертӳçи Айрат Гареев. «Масарăн виçӗ алăкӗ патне те вак чул кӳрсе тăкрăмăр, пӗтӗмпе 140 метр çула çирӗплетме тытăнатпăр», — терӗ вăл июлӗн 26-мӗшӗнче пирӗнпе çыхăнса.
Айрат Рифович каланă тăрăх, çакăн пек пысăк ӗçе тумашкăн вӗсене «Тутарстан Республикин чи лайăх территорин обществăлла хăйтытăмлăхӗ» республика конкурсӗнче çӗнтерни пулăшнă. Выляса илнӗ 1 миллион тенкӗ грант укçине шăпах масар патӗнчи çула лайăхлатма янă иккен вӗсем. Мӗнех калăн, ырă ӗç, çитменнине вăхăтлă та çав тери кирлӗ!
А.Гареев сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев