Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Конкурсра ҫӗнтерекене Лада" Гранта" машина параҫҫӗ

Сывлӑх сыхлавӑн представителӗсем пандемипе кӗрешессинче малти ретре тӑраҫҫӗ

Ноябрӗн 20-мӗшӗнче Хусанта журналистсен "Хрусталь калем" конкурсӑн пӗтӗмлетӗвӗсене каланӑ. Кӑҫал ТР сывлӑх сыхлав министрӗ Марат Садыков тата Роспотребнадзорӑн Тутарстан Республикинчи управленийӗн ертӳҫи Марина Патяшина "Ҫулталӑк медиаперсони" номинацире ҫӗнтернӗ. Мӗншӗн тесен ҫулталӑк ытла ӗнтӗ пирӗн кунсем ҫак ведомствон хыпарӗсенчен пуҫланаҫҫӗ.

"Медиаперсонӑра" ҫӗнтерекесем иккӗн. Кунта мӗншӗн вӗсем мала тухнине ӑнлантарма кирлӗ мар-тӑр. Атьӑр тепӗр хут ҫак ҫулталӑк историе ҫынсем хӑрушӑ тӑшманпа – коронавируспа – кӗрешнӗ вӑхӑт пек кӗрсе юлнине кӑтартар", – тесе палӑртнӑ конкурс комиссийӗн председателӗ, ТР тава тивӗçлӗ культура ӗҫченӗ, "Республика Татарстан" хаҫатӑн тӗп редакторӗ Александр Латышев.
Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, сывлӑх сыхлавӑн представителӗсем пандемипе кӗрешессинче малти ретре тӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа ятарлӑ номинацире ҫӗнтерекенсене нумай суйламан.
Республикӑри журналистсен конкурсне Тутарстанра 1998 ҫултанпа иртет. Кӑҫал унта тутар, вырӑс, чӑваш чӗлхисемпе 1453 ӗҫ тӑратнӑ пулнӑ. Конкурсӑн Гран-прине "Лада Гранта" автомобиле "Казань" журналӑн тӗп редакторне Юрий Балашова панӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев