Контрактпа каякансен шучӗ 160 пинрен иртнӗ
Тутарстанра та контрактпа çар службине каякансен шучӗ самай ӳснӗ. Хусанти Воровски урамӗнче вырнаçнă контрактпа çар службин суйлав пункчӗ умӗнче кашни кун ятарлă çар операцине хутшăнса çӗршыва хӳтӗлес текенсен черечӗ пуçтарăнса каять. Ытти регионсенчен те килеççӗ кунта. Тинтерех йӗркеленнӗ «Батыр» батальона йыш пухас ӗç пырать. Вăл ятарлă çар операцийӗн зонинче ирӗке кăларнă территорисене тытса тăрассипе тата сыхлассипе ӗçлӗ.
Июнӗн 20-мӗшӗнче çар комендатурин стрелоксен уйрăм батальонне пӗрремӗш 20 çынна ăсатрӗç. Йыш Самара облаçӗнче йӗркеленет. Кун пирки «Татар-информа» контрактпа çар службин суйлав пункчӗн пуçлăхӗн çумӗ Р.Сафиуллин пӗлтернӗ. Ун сăмахӗпе, контрактниксене мӗн кирлипе йăлтах тивӗçтереççӗ.
РФ Оборона министерствипе Тутарстанра контракт çырнисем çуллахи икӗ уйăхра 700-шер пин тенкӗ илӗç. ТР Раисӗ Р.Минниханов Тутарстанран каякансене парăнакан тӳлеве 505 пин тенкӗ таран ӳстерме йышăннă. Ун çумне тата Оборона министерствинчен парăнакан 195 пин тенкӗ хушăнать. Хула, район, предприятисем те хушса панипе пӗрле пӗр хутчен парăнакан тӳлев миллион тенке çитме пултарать.
Хамăр инф.
М.Захаров сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев