Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Короновирус . Çӗнӗ штамм

FLiRT короновирус : чир паллисем, çӗнӗ штаммăн сиплевӗ тата чир хыççăн çын хăйне туйни

.
FLiRT короновирус : чир паллисем, çӗнӗ штаммăн сиплевӗ тата чир хыççăн çын хăйне туйни

Короновирăсăн FLiRT çӗнӗ штамӗ тӗнчипех сарăлать, Раççейре 178 çынна тупса палăртнă. Чир ан ертӗр тесен мӗн тумалла? Хамăра мӗнлерех тытмалла? Паллах, малтан ăна «палласа илмелле».
2024 çулхи майăн 22-мӗшӗнче Роспотребнадзор Раççейре короновируспа чирлисенчен FLiRT (флирт) штампа çыхăннă лару-тăрăва уçăмлатнă. «Флирт» 2021 çулта «тупăннă» «Омикрон» штаммăн темиçе вариантне (çав шутра KP.2, KP.1.1, KS.1) пӗрлештерет. Роспотребнадзор ӗçченӗсем çӗнӗ штамм çын пурнăçӗшӗн хăрушă мар тесе лăплантараççӗ. Чир лекнӗ çынсем вилмеллех аптрамаççӗ, сывлсан та организм çав тери хавшаса юлмасть. Тата çакна та палăртмалла, виçӗ çул хушшинче «Омикрон», унăн тӗрлӗ варианчӗсенчен сыхланма пирӗн организмăн иммунитечӗ «вӗренсе çитнӗ». 

Пӗрремӗш хут FliRT короновируса 2023 çулта Индире регистрациленӗ. Çакăн хыççăн АПШ (28 процент), Великобритани (21 процент) çӗршывӗсенче палăртнă. 
Вирусологсем «Омикрон» питӗ çыпçăнакан вирус пулнине палăртаççӗ, вăл ӗмӗрлӗхех пирӗнпе пулӗ текенсем те пур. Чăн та, вируссем хăвăрт улшăннине те аса илтереççӗ вӗсем.

FliRT паллисене пӗлсе тăрар:
–  сив чир;
– ӳслӗк;
— пыр ыратать;
— чирлӗ çын вăйсăрланать;
— пуç ыратать;
— мышцăсем ыратаççӗ;
— шăршăсене / апат тутине туйми пулать.
Çӗнӗ короновирусран хӳтӗленмелли мелсем:
— тăтăш алă çумалла;
— пӳлӗме уçăлтармалла;
— гаджетсене, ал ай.нчи япаласене дезинфекцилемелле;
— чирлӗ çынсемпе хутшăнмалла мар;
Тухтăртан пулăшу ыйтмалла. 
Короновируспа кӗрешекен оперштаб ковид диагнозпа больницăна вырттарнă тӗслӗхсем май уйăхӗнче нумай пулнине палăртать. Чирлекенсен пӗтӗмӗшле кăтартăвӗ ӳсни те куçкӗрет.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Здоровье