Космосри çулçӳрев
Çӗнӗ хыпарсем

Космосри çулçӳрев

Космонавтика кунне халалласа П. В. Дементьев музейенсе Çӗнӗ Упири 6-мӗш класра вӗренекенсемпе «Космос çулçӳревӗ» квест-вӑйӑ ирттертӗмӗр. Вӑйӑ пуçланиччен ачасем «Марсиансем» тата «Инопланетянсем» командӑсем çине пайланчӗç.

Космос заданийӗсем илсе станцисем тӑрӑх «çул çӳрерӗç». «Планетӑсем», «Сӑнӳкерчӗксем», «Космонавт», «Ыйту-хурав», «Сăмахкаçмăш» станцисем витӗр тухрӗç.


Вӑйӑра ачасем тавçӑрулӑхне, шухӑш хӑвӑртлӑхне палӑртрӗç, космонавтика историне пӗлнине çутатрӗç.


Командӑсем планетӑсене, космонавтсене пӗлнине, спортпа туслӑ пулмаллине çирӗплетрӗç, парнесене тивӗçрӗç.


Çакна калас килет: ачасем космонавтика историне лайăх пӗлеççӗ, апла пулсан кӑсӑкланаççӗ, вулаççӗ. Çакă пире, аслисене, питӗ савăнтарать.

Юрий АДЪЮТАНТОВ.

Çӗпрел районӗ, 

Çӗнӗ Упи. 

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.


Нет комментариев