Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кӗпер тӗлӗнче тӗпчев ӗҫӗсем пуҫланнӑ

Мускав–Хусан автомагистрале 2024 ҫулта туса пӗтермелле

 

Тутарстанӑн Транспорт министерстви журналистсене тума тытӑннӑ М12 трассӑна кӑтартма илсе кайнӑ. Хальхи вӑхӑтра Лайӑш районӗнче "Актёр" кану бази ҫумӗнче инженерипе геологи тӗпчевӗсене ирттереҫҫӗ, грунтсене хӗллехи вӑхӑтра тӗрӗслеҫҫӗ Ҫакӑн валли тӗпчев ирттернӗ тӗле конструкцисем илсе килнӗ.
Площадкӑра геологсем ӗҫлеҫҫӗ, вӗсем шыв айӗнчи ҫӗре пӑраласа тӑпра пробисем илеҫҫӗ. Ҫыран хӗрринче пыракан ӗҫсем кӗпер свайӗсем мӗнле грунт ҫине ларассине кӑтартӗҫ.
Грунта тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн свайсем ҫапса кӗртсе вӗсен динамика тӗреклӗхне тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн тӗпчев институчӗ свайсене мӗнлерех тарӑнлӑха антармалли пирки заключени памалла.
Атӑл урлӑ Ҫӗнӗ кӗперӗн 28 опора пуласси паллӑ.
Тӗпчев ӗҫӗсене ҫитес ҫулхи март уйӑхӗччен ирттерме палӑртнӑ. Экспертиза ирттернӗ хыҫҫӑн рабочисем кӗперӗн пӗрремӗш свайӗсене ҫапма пуҫлӗҫ.
Кӗпер тунӑ тӗлте пӑр ан лартӑр тесе унта ледоколсем тӑтӑшах пулӗҫ. Баржӑсем кирлӗ материалсене кӳрӗҫ.
Мускав–Хусан автомагистрале 2024 ҫулта туса пӗтермелле. Тутарстанра унӑн тӑршшӗ 142 километр пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев