Кӗркуннехи каникулта Тутарстанри шкул ачисем 13 кун канӗç
Çӗнӗ хыпарсем

Кӗркуннехи каникулта Тутарстанри шкул ачисем 13 кун канӗç

2026-2027 вӗренӳ çулӗнче чӗрӗксерен вӗренекен шкул ачисен кӗркуннехи кану кунӗсем октябрӗн 26-мӗшӗнчен пуçласа ноябрӗн 3-мӗшӗччен тăсăлӗç.

Малалла уяв тата канмалли кунсем пулнине шута илсен, каникул кунӗсем 13-е çитеççӗ.

Каникулăн 9 кунӗ çумне тата çак кунсем хушăнаççӗ:

  • ноябрӗн 4-мӗшӗ – Халăхсен пӗрлӗхӗн кунӗ;
  • ноябрӗн 6-мӗшӗ – Тутарстан Республикин Конституцийӗн кунӗ;
  • ноябрӗн 7 тата 8-мӗшӗсем – шăматкунпа вырсарникун.

Çапла вара, шкул ачисем октябрӗн 26-мӗшӗнчен пуçласа ноябрӗн 8-мӗшӗччен 13 кун канӗç. Ноябрӗн 5-мӗшӗ ӗç тата вӗренӳ кунӗ. Ун чух шкул ачисем вӗренеççӗ-и, çук-и – паллă мар.

В.Александрова сăнӳкерчӗкӗ. 

 


детский отдых

Нет комментариев