Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Крутушка» çемье фестивалӗ хăнасене кӗтет

Августăн 22–24-мӗшӗсенче Хусанти «Байтик» сывату комплексӗн территорийӗнче XV «Крутушка» халăхсен хушшинчи этно-фестиваль иртет. Унта Раççейри тата ытти çӗршыври 70 ытла коллективпа 500 юрăç хутшăнасси паллă.

Фестиваль программи анлă: концертсем, спектакльсем, тӗрлӗ мастер- классем, ал ӗç ăстисен ӗçӗсен ярмăрккисем. Кунта этника тумӗпе пир-авăр хатӗрӗсене 100-е яхăн ăстаçă тăратӗ. Ачасем валли уйрăм ярмăркка та  йӗркелӗç.

Курма килекенсем наци апачӗсене тутанса пăхма кăна мар, хатӗрлеме те  вӗренӗç. Кулинари террасинче Мускав, Санкт-Петербург, Хусан шеф-поварӗсем апат хатӗрлеме вӗрентӗç.

Хăнасем палатка лагерӗнче е кемпингсенче вырнаçма пултараççӗ. Фестивале çитсе курайманнисем валли тӗп мероприятисене онлайн мелпе кăтартнине те пӗлтереççӗ йӗркелӳçӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: этнофестиваль лето в Татарстане Крутушка