Çӗнӗ хыпарсем

Кӗске метр кураканшăн та, авторшăн та меллӗ формат

Нумая тăсăлакан фильмсем пăхма вăхăт пур чухне те çитмест, хамăр та йăр-япăш, пӗр вырăнта темӗнччен лартаймăн. Кӗске метражлă фильмсем шăпах пире юрăхлă формат пулса тухаççӗ. «Алтын минбарта» çур сехетре (ытларах-сахалрах) пысăк истори каласа кăтартакан фильмсене пăхма кăсăк пулчӗ

эмблема 22 алтын минбарХусана илсе килнӗ картинă­сенчен «Смерть посреди жизни» (Ирак) фильм çинче чарăнса тăрас килет.  Иракри пӗр хулара пурăнакан каччă лайăхрах пурнăç шыраса çӗршывран вăрттăн, закона пăсса тухса каясшăн. Вăхăтӗнче унăн ашшӗпе амăшӗ лайăхрах пурнăç шыраса çак хулана куçса килнӗ. Анчах ӗмӗчӗсем тулман – ашшӗ ӗçсӗр, амăшӗ чирлӗ, чухăн районти йӳнӗ хваттере тара тытнăшăн тӳлеме те укçа çук. Ашшӗ-амăшӗ ывăлне хирӗçлеймест, ют çӗре кайса ырă пурнăç тупма ăсатать. 

Режиссер питӗ хăвăрт, питӗ ăс­та, ӳнер пахалăхӗ енчен илсен аван уçса парать лару-тăрăва. Ют çӗре (ют çӗршыв тесе ăнланмалла) каяканăн шăпи виçӗ тӗрлӗ килсе тухма пултарать – чухăнлăхран тарса каякансем çул çинчех вилеççӗ; ют çӗршыв чиккине çитсен вӗсене йышăнаççӗ, виççӗмӗшӗ – шанăçне çухатса килне таврăнаççӗ. 

«Смерть посреди жизни» (Ирак) авторӗ Рекар Барзан, ăна 2025 çулта ӳкернӗ. Фильмăн бюджечӗ пӗчӗк пулнине, волонтерсем нумай пу­лăшнине каласа пачӗ режиссер. Ку лентăна вăл ырă пурнăç шырама тухса каякансене çеç мар, вӗсене ăсатса яракан çемйи­не те халалласа ӳкернӗ. Хăйсен çывăх çынни çинчен вӗсем чылай вăхăт, тен, ӗмӗрлӗхе, нимӗн пӗлмесӗр пу­рăнаççӗ, нимӗнле хыпар илмеççӗ. Фильм 2025 çулта экран çине тухнă. Иракра та, Курдистанра та картинăна ла­йăх йышăннă. Кунсăр пуçне фестивальсене хутшăнса çӗнтерни те пӗрре мар пулнă. Халӗ Рекар Барзан тулли метражлă ­картина ӳкерме хатӗрленет. 

Сири режиссерӗн Сами Фарахăн «Апельсиновая дорога» картини те хурлăхлă. Шкул йӗркелекен экскурсие питӗ каяс килет Заинăн – тӳлеме укçи çук. Унăн ашшӗ сад ӗрчетет, апельсинсем сутса вӗçрен вӗçе йӳнеçтерсе пырать, икӗ ачипе арăмне тытса тăмалла-çке. Вăрçа пула апельсин туянакансем çук...  Лин юлташӗ Заина хулана апельсин сокне сутма кайма канаш парать, хăй те пулăшать. Хулара та тавар илекенсем çук, сутаймасăрах таврăнать Заин. Çул çинче вӗсен ялӗ çине бомба пăрахнине курать, тантăшӗсене эвакуацилеççӗ те ӗнтӗ...  

Иран режиссерӗн Ахмад Хейдарянăн 13 минута тăсăлакан ­ «В по­исках папы» картининче те вăрçă. Вăл кадрта мар, апла пулин те куракан вилӗм çывăхрах пулнине туять. Хӗрачапа арçын ачан ашшӗ вăрçа кайнă та таврăнман. Амăшӗ вăл тӳпене çӗкленнине пӗлтернӗренпех кӗçӗн çулсенчи пиччӗшӗпе йăмăкӗ ашшӗне шырама тӳпене улăхасшăн.

Виçӗ картинине те авторсем хăйсен укçи-тенкипе, çынсем тӳ­левсӗр ӗçлеме килӗшнипе, кулленхи ыйтусемпе пулăшу панипе ӳкернӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.


#Алтын минбар

Нет комментариев