Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Кӗслеçӗпе упа»

Сăвăлла юмахсемпе паллаштаракан кӗнеке

Сăвăлла юмахсемпе паллаштаракан кӗнеке

Нумаях пулмасть Чăваш кӗнеке издательствинче Яков Гаврилович Ухсайăн «Кӗслеçӗпе упа» кăларăмӗ пичетленчӗ. Пирвайхи хут вăл 1954 çулта тухнă пулнă.

Яков Ухсай чăваш халăх поэчӗн ятне илтмен чăваш çук та пуль. Унăн хайлавӗсене шкул программине кӗртнӗ, ачасем вӗсене мӗн пӗчӗкрен вуласа ӳсеççӗ. Вăл е ку произведение тӗрлӗ вăхăтра тепӗр хут тишкерсен те хăвна валли мӗн те пулин усăлли, кирли тупатăнах, мӗншӗн тесен вӗсенче халăх ăс-хакăлӗ, йăли-йӗрки, пуян сăмахлăхӗ упранать. 

Чăваш кӗнеке издательствинче Яков Гавриловичăн «Кӗслеçӗпе упа» кăларăмӗ пичетленсе тухрӗ. Ăна пухса хатӗрлекенӗ – пултаруллă çыравçăн хӗрӗ Ольга Ухсай, ӳнерçи – Татьяна Бурдина, редакторӗ – Ольга Иванова. Тиражӗ – 1000 экземпляр.

Кӗнекене виçӗ хайлав кӗнӗ. Ку сăвăлла юмахсем малтанхи хут 1954 çулта «Кӗслеçӗпе упа» кăларăмра кун çути курнă. Вӗсенче автор ӗмӗрхи темăсене хускатнă: пуян пурнăçпа чухăнлăх, ырă кăмăллăхпа чунсăрлăх, тавçăрулăхпа айванлăх… Сăнарсен ӗçӗ-хӗлӗ урлă çыравçă çынсенчи çитменлӗхсене питлет, ултавçăсене тăрă шыв çине кăларать.

«Юман чукмар» чухăн ватăсемпе тата вӗсен Иван ятлă ывăлӗпе паллаштарать. Çăрттан пулăшăвӗпе усă курса яш ача ашшӗ-амăшӗн тата хăйӗн пурнăçне тӗпрен улăштарма пултарать. Чустаран унанă паттăр ӗмӗтленсе кăна илет – Сахрун купса çӗлӗкӗ, Ваçлей пуян кӗрӗкӗ унăн пулса та тăраççӗ. Иван хăйне кăна мар, ашшӗ-амăшне те савăнтарасшăн-ха. Эппин, каллех пулла чăрмантармалла. Хайлав мӗнпе вӗçленнине пӗлес тесен вара кӗнекене алла тытмалла.

«Автан ылханӗ» сăвăлла юмах ют пурлăха хапсăнни инкек патне илсе çитернине кăтартса парать. Мучипеле кинемейӗн сар автанӗ пӗррехинче ылтăн куркапа кӗмӗл кашăк тупать. Тайкаланчăк кивӗ пӳрт вырăнне ватăсен çӗнӗ çурт-йӗр илмелли пирки шухăшлама пуçлать килти кайăк, анчах тупрана улпут çаклатса тарать. Автан пуяна ылханать, канăç памасть. Лешӗ кайăка тӗп тума шут тытать, тулӗк сар автан кашнинчех пăтăрмахран хăтăлса тухать. Улпут пурпӗр юп курса пурăнаймасть.

«Кӗслеçӗпе упа» хайлаври Микуç пичче пасартан таврăннă чухне вăрманта тунката çине канма ларать. Кӗсле каласа пăхас тени ăна кӗтмен тӗлпулу парнелет.

Сӗм вăрманăн утаманӗ

Урипе çупа-çупа

Сикнине эсир курман-и?

Пултарать иккен упа.

Мӗнпе вӗçленӗ-ши ку çулçӳрев? Микуç пичче яла мӗнле çитӗ-ши?

 

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: литература