Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ку эрне Тутарстанра çумăрлă пулать

Ку эрне çумăрпа пуçланчӗ пулин те эрне варринче самай ăшăтать. Шăматкун вара сывлăш температури каллех чакма тытăнать.

Ку эрне çумăрпа пуçланчӗ пулин те эрне варринче самай ăшăтать. Шăматкун вара сывлăш температури каллех чакма тытăнать. Паян, тунтикун, пӗлӗтлӗ çанталăк тăрать, сывлăш температури кăнтăрла 11 градуса çити ăшăтать, кăнтăр районсенче +15 градус таранах, пӗлтерет Гидрометцентр пресс-служби.

Кунӗпех вӗтӗ çумăр пӗрӗхет, хăш-пӗр районта тӗтреллӗ çанталăк тăрӗ, çавăнпа çул çинче уйрăмах асăрхануллă пулмалла.

Çурçӗр хӗвеланăçран вӗрекен çил майпен кăнтăр хӗвеланăçнелле куçса пырӗ. Çӗрле çул çийӗ пăрланма пултарать. 

Эрне варринче сывлăш температури вăтамран та +15 градуспа танлашӗ, кăнтăр районсенче +17 таранах хăпарма пултарать. Ытларикунпа юнкун çумăр кăштах чарăнать, анчах çанталăк пӗлӗтлӗ тăрӗ. Кӗçнерникунран вара каллех çумăрсем пуçланаççӗ. Вырсарникун кăнтăрла +9, çӗрле +2 градусран ытла пулмӗ.

Сăнӳкерчӗк авторăн. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Погода