Çӗнӗ пуçлăх Дамир Ишкинеев ертсе пыракан администраци июнӗн 17-мӗшӗнче 9 сехет те 30 минутра кивӗ аэропорт тӗлӗнчи лапама йыхравлать.
Яланхи пекех Нурлатăн шавлă Уявӗнче чăваш кил-çурт хуçалăхӗсем, тӗрлӗрен куравсем ӗçлӗç. Вырăнтисемпе Шупашкарти артистсем пултарулăхне кăтартӗç. Нурлатри Уявăн хăйне евӗрлӗхӗ – Чăваш кӗрешӗвӗн турнирӗ. Ăна ТР тава тивӗçлӗ юрисчӗн Александр Огоневăн парнисемшӗн ирттереççӗ. Уяв ирттерекенсенчен тепӗр район Аксу. Унта чăвашсем вăйă картине июлӗн 1-мӗшӗнче тăрӗç.
Нет комментариев