Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ку кăтарту эпидеми чиккинчен иртет

Республикăра распираторлă вирус инфекцийӗсем тата грипп сарăлни 82% çитнӗ

Медиксем грипп чирне 198 хут регистрациленӗ, вӗсенчен 92% сысна грипӗ. 
Тутарстан Республикин Тӗп санитари врачӗн 205№ йышăнăвӗ тăрăх, декабрӗн 15-мӗшӗнчен республикăра чару мероприятийӗсене кӗртеççӗ». 
Йышăну тăрăх: 
-    больницăсенче выртакан чирлӗ çынсем патне кӗме юрамасть, йывăр чирлисене тата хăйсем тăрайманнисене пăхнисӗр пуçне;
-    ачасем тата аслисем талăкӗпех пурăнакан социаллă тата вӗрентӳ учрежденийӗнчи çынсем патне пыма;
-    республикăри мӗн пур медицина организацийӗсен (уйрăм çын аллинчисен те) персоналӗн тата унта килекенсен – пурин те маска режимне пăхăнмалла. 
-    ачасемпе аслисем талăкӗпе пурăнакан учрежденисенче медперсонал яланах маскăсемпе пулмалла, приютсемпе интернатсенче пурăнакансен ӳт температурине кунне икӗ хутчен виçмелле;
-    енчен те класри е ача садӗнчи ушкăнри ачасенчен 20% грипп е ОРВИ-пе чирлет пулсан, вăл классемпе ушкăнсенче вӗрентӗве чармалла.
  Çавăн пекех Роспотребнадзорта медицина тата вӗрентӳ учрежденийӗсенче, транспортра дезинфекци режимне вăйлатма кирлине палăртнă. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев