Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ку шкул районти ытти шкулсенчен инклюзивлă вӗрентӳпе уйрăлса тăрать

Пăва хулинчи М.М. Вахитов ячӗллӗ гимназире паянхи кун 350 ача вӗренет. Тутарстанри чи ватă вӗрентӳ учрежденийӗсенчен пӗри шутланать вăл, çитес çул хăйӗн 100 çулхи юбилейне паллă тума хатӗрленет.

Районти ытти шкулсемпе танлаштарсан, гимнази инклюзивлă вӗрентӳпе уйрăлса тăрать. Урăхла каласан, сывă ачасемпе пӗрлех сывлăх енчен çирӗп маррисем те пӗлӳ илеççӗ кунта, шкул пурнăçне хастар хутшăнаççӗ. Пăва тăрăхӗнчи сывлăх енчен çирӗп мар (ДЦП, РАС, даун, ăс-тăн енчен кăлтăккисем) 38 ачашăн вăл чăн-чăн çăлăнăç тесен те юрать. Шкулта вӗсем валли мӗнпур услови туса панă, вӗрентӳ адаптациленӗ вӗренӳ программипе пырать. Чи пӗлтерӗшли – хăйсемпе пӗр çулти сывă ачасемпе хутшăнса обществăра пурăнма вӗренни.
Пӗлӳ илнипе пӗрлех ал ӗç тума хăнăхаççӗ, юрă-кӗвӗ тӗнчипе паллашаççӗ. Искусство шкулӗнче хушма пӗлӳ илекеннисем те пур. Инвалидсен декади пынă май гимназире вӗсен ал ӗçӗсен куравне те йӗркеленӗччӗ, мӗн кăна тума пӗлмеççӗ иккен.
Шел, сывлăх енчен çирӗп маррисен кашнин вӗренме пултараслăхӗ тӗрлӗрен. Пӗрисем 9 класс хыççăн малалла профессилле пӗлӳ илееççӗ пулсан, теприсен 9 класс пӗтернӗ хыççăн килте кăна пурăнма тивет, мӗншӗн тесен йывăр чире пула вӗренӳ программине ăса хываймаççӗ.
Пăвари гимнази ертӳçин Линар Зиннатуллинăн иккӗмӗшсемшӗн чӗри чăнах та ыратать. Çавăнпа декабрӗн 6-мӗшӗнче Пăва районӗн ертӳçи Ранис Камартдинов килсен, кун пек ачасем валли гимназирех пӗр-пӗр курс хатӗрлеме май çук-ши тесе ыйтрӗ. Гимнази ертӳçин вӗрентӳ енӗпе çумӗ  Лилия Шарипзянова тата тепӗр çивӗч ыйтăва хускатмасăр хăвармарӗ: психолог, логопед-дефектолог, тьютор кирлӗ.
Пăва районӗн ертӳçи Ранис Камартдинов ку ыйтусем вӗсемшӗн çӗнӗ маррине пӗлтерчӗ. Калăпăр, района кирлӗ 15 психологран, вӗрентӳ учрежденийӗсенче хальхи вăхăтра пурӗ те 5-ӗн кăна иккен. Çавăнпа ыйтăва район шайӗнче мар, ТР Вӗрентӳпе наука министерствипе пӗрле татса пама хатӗрленнине каларӗ. Тьютор, логопед-дефектологсем пирки те район пӗлет-мӗн. Çитес çул çулла, тен, район шучӗпех, татса пама тăрăшӗç. Ăс-тăн енчен катăккипе вӗренӗве малалла тăсайманнисем валли курс йӗркелесси пирки те хăй шухăшне пӗлтерчӗ район ертӳçи. Кунта вӗт вӗренсе хăнăху илни пирки хут илни кăна çителӗксӗр, ӗçпе тивӗçтермелле. Паянхи кун мӗнпур сферăра хăрушсăрлăх техники çирӗп пулнине шута илсен, ку калама çук йывăррине палăртрӗ вăл.
Инвалидсен декади пулнă май, район ертӳçи Ранис Камартдинов та, пăвасен Хусанти ентешлӗхӗн ертӳçи Ирек Закиров та, ТР ЧНКА Канашӗн пӗрремӗш çумӗпе Константин Малышевпа «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова та пушă алăпа килменччӗ. Пăвасем гимназие сертификатсем пачӗç пулсан, хусансем кӗнекесем парнелерӗç.
Çапах та çакна палăртмасăр хăварма май çук: гимнази инклюзивлă вӗрентӳ йӗркелесе çав тери йывăр, çав вăхăтрах пархатарлă та ырă ӗç тăвать. Çак 38 ачаран 6-шӗ сывлăх енчен йывăррисем (хăшӗ калаçаймасть те), çапах та тепӗр 32-шне вăтам пӗлӳ парса, кулленхи пурнăç хăнăхăвӗсене хăнăхтарса тулли пурнăçпа пурăнма никӗс хывать.  

Ирина КУЗЬМИНА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев