Сентябрӗн 7-мӗшӗнче пуçласа иртнӗ занятие Раççей çутӗç министрӗ Сергей Кравцов Мускаври В.Д.Поленов ячӗллӗ 1231-мӗш шкулта хăй ирттернӗ
«Паян çӗршывӗпех «Разговоры о важном» занятисем иртеççӗ. Çӗршывăмăра пӗрлештерекен геройсем çинчен кӗске фильмсем кăтартатпăр ачасене. Паян 6 – 11-мӗш классенче вӗренекенсем тава тивӗçлӗ, Тăван çӗршывшăн нумай ӗçленӗ промышленник Николай Иванович Путилов çинчен кино пăхрăмăр. Вăл тăрăшса ӗçлесен, Тăван çӗршыва юратсан хуть мӗнле лару-тăрăва та çӗнтерме пулнине хăйӗн ӗçӗпе çирӗплетнӗ. Халӗ вăл çамрăк ăрушăн тӗслӗхлӗ патриот», – тенӗ Сергей Кравцов.

2026-2027 вӗренӳ çулӗнче ачасене паллă ученăйсем, тӗпчевçӗсем, çарпуçӗсем, çӗршыв ертӳçисем, тухтăрсем, меценатсем çинчен 28 фильм кăтартма плана кӗртнӗ. Пӗрремӗш урокра вӗренекенсем вырăссен паллă инженерӗпе Николай Путиловпа паллашнă терӗмӗр.
Малашне шкул ачисен Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисем – Петр Котляревский, Алексей Мересьев, Федор Ушаков, Рихард Зорге, культурăпа искусство деятӗсем – Галина Уланова, Александра Пахмутова, Николай Добронравов çинчен пӗлӗç. Çавăн пекех Дарья Севастопольская ыркăмăллăх сестри, преподобномученица Елизавета Федоровна пирки, Лев Яшин футболистпа Совет Союзӗн паллă дикторӗ Юрий Левитан çинчен пӗлме те интереслӗ пулӗ.
«Разговоры о важном» материалӗсене халӗ шкул ачисен ӳсӗмне кура уйăрса тухнă: 1-2-мӗш классем, 3-4-мӗш классем, 5-мӗш классем, 6-7-мӗш классем, 8-9-мӗш классем, 10-11-мӗш классем, СПОн 1-мӗш курсӗ, СПОн 2 – 4-мӗш курсӗсем. Кашни ӳсӗм категорийӗнче материалсене виçӗ блока пӗрлештернӗ: заняти ирттерме, малалла калаçу йӗркелеме тата ашшӗ-амăшӗсене явăçтарса ӗçлеме.
Вӗрентекенсем валли кăткăсрах, тӗрлӗ ыйту çуратакан темăсемпе семинарсем ирттерме планланă. Ку вӗренӳ çулӗнче вӗсем тӳрӗ эфирта иртӗç. Вӗрентекенсем специалистсене ыйту пама пултараççӗ. Семинарсене çыртарнă эфирсене каярах та пăхма май пулать.
Сăнӳкерчӗк ТР Вӗрентӳпе наука министерствин сайтӗнчен.
Нет комментариев