Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кубок Васькино-Туйраллă каччисенче

Васькино-Туйраллă каччисене никам та çӗнтереймен – вӗсем чи нумай очко пухса пӗрремӗш вырăна тата район пуçлăхӗн куçса çӳрекен кубокне тивӗçнӗ.

Павлă тăрăхӗнче кăçал район пуçлăхӗн кубокӗшӗн мини-футбол енӗпе турнирсем ирттерме пуçланă, тесе пӗлтерет  Павлă районӗн «Слава труду» хаçачӗн сайчӗ. Унта районти ял хутлăхӗсен командисем хутшăнаççӗ. Маларах тăватă ялта – Исергаповăра, Александровкăра, Новозареченскра тата Кзыл-Ярта вăйăсем иртнӗ, октябрӗн 13-мӗшӗнче вара финала тухнă командăсем пӗр-пӗринпе тӗл пулнă. Тăватă команда – 32 çамрăк – чи лайăххин ятне илессишӗн кӗрешнӗ. Васькино-Туйраллă каччисене никам та çӗнтереймен – вӗсем чи нумай очко пухса пӗрремӗш вырăна тата район пуçлăхӗн куçса çӳрекен кубокне тивӗçнӗ. Иккӗмӗш вырăнта – Александровка футболисчӗсем, виççӗмӗш – исергаповăсем. ( Район хаçачӗн сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт