«Куççуль витӗр – Со слезами на глазах» конкурс малалла тăсăлать, юрăсем кӗтетпӗр!
Хаклă вулакансем! «Куççуль витӗр — Со слезами на глазах» вăрçă юррисен онлайн-конкурсӗ малалла тăсăлни пирки аса илтеретпӗр. Куратăр пулӗ ӗнтӗ, ярса панă видеороликсене «Суварăн» социаллă сетьсенчи, Телеграм-каналти ушкăнӗсенче тухаççӗ. Сиртен те юрăсем кӗтетпӗр, хисеплӗ вулакансем.
Унта хутшăнас тесен вăрçă темипе юрă юрланине (пӗччен те, ушкăнпа та юрать) видео çине ӳкерсе илмелле те редакцие suvar@mail. ru электронлă адреспа е 89179076881 номерпе Ватсап урлă ярса памалла. Конкурса ача садне çӳрекенсем те, шкул ачисем те, аслисем те хутшăнма пултараççӗ.
Заявкăра юрлаканăн (е юрлакансен) ячӗ-хушамачӗсене, миçе çултине, миçемӗш класра вӗреннине, ăçта пурăннине, вӗрентекенӗн е конкурса хатӗрлекенӗн хушаматне, ятне тата ашшӗ ятне, видеона ярса параканăн телефон номерне тата электронлă почтин адресне палăртма манмалла мар.
Конкурса янă ӗçсене 2024 çулхи июнӗн 23-мӗшӗччен йышăнатпăр, хаçатăн социаллă сетьсенчи ушкăнӗсенче кăларатпăр. Çӗнтерӳçӗсене редакци дипломпа тата асăнмалăх парнепе хавхалантарать. Конкурс положенийӗпе тӗплӗнрех suvargazeta. ru паллашма пулать.
Редакци.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев