Куçман пурлăха ултавçăсенчен мӗнле хӳтӗлемелле?
Росреестрăн Тутарстанри управленийӗн ӗçченӗсем куçман пурлăх туяннă чухне асăрхануллă пулма, ултавлă схемăсенчен сыхланма сӗнеççӗ.
Тӗп утăмсенчен пӗри – хваттере хӳтӗлесси. Малтанах ăна куçман пурлăхăн пӗрлехи патшалăх реестрӗн (ЕГРН) ятарлă списокне кӗртмелле. Кун пек тусан хваттере хуçисӗр никам та сутаймасть.
Хваттер туянас умӗн пур документа тӗплӗн тӗрӗслемелле. Куçман пурлăхăн пӗрлехи патшалăх реестрӗнчен (ЕГРН) çӗнӗ выписка заказ памалла. Сутуçă пурлăхăн законлă пӗртен-пӗр хуçи пулнине, объектпа çыхăннă йывăрлăхсем (тӗслӗхрен, ипотека е арест) çуккине çирӗплетет вăл. Электронлă выпискăна РОСРЕЕСТРăн сайтӗнче QR-кодпа усă курса тӗрӗслеме пулать.
Росреестрăн Тутарстанри управленийӗн ертӳçин çумӗ Лилия Бурганова «Долинан схеми» пек ултав ӗçӗсен резонанслă тӗслӗхӗсем ведомство ӗçӗ-хӗлӗпе çыхăнманнине палăртнă. Çак пăтăрмахсем граждансем тимлӗ пулманнипе, документсене тӗрӗслеменнипе пулса иртеççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев