Культура кунӗсем
2022 çулхи августăн 17-20-мӗшсенче Тутарстанра Беларусь Республикин кунӗсем иртнӗччӗ.
2022 çулхи августăн 17-20-мӗшсенче Тутарстанра Беларусь Республикин кунӗсем иртнӗччӗ. Паян Беларусь Республикинче Тутарстан Республикин Кунӗсем пуçланчӗç. Вӗсем сентябрӗн 14-мӗшӗччен пыраççӗ. Кӗске вăхăтрах ентешсем республикăн пуян культурипе Беларусӗн тӗп хулине кăна мар, Минск районӗнчи Молодечно хулине те паллаштараççӗ. Тутарстан кинематографийӗн кунӗсем, курав проекчӗсем, ТР Патшалăх симфони оркестрӗн концерчӗсем, В.Качалов ячӗллӗ Хусан академи вырăс драма театрӗн гастролӗсем, ТР культрăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ М.Таминдарова ертсе пыракан ТР патшалăх камернăй хорӗ, реставаторсен ушкăнӗ, ал ăстисем хăйсен ӗçӗсемпе, кӗнеке куравӗсем тата нумай интереслӗ мероприятисем ирттереççӗ тутарстансем.
Сăнӳкерчӗк ТР Культура министерствин сайтӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев