Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Культура Министерстви кăçал 8 кинопроекта тӗрев пама йышăннă

Кинопроектсен питчингне социаллă пӗлтерӗшлӗ, Тутарстан Республикин паллă çыннисем, искусство ӗçченӗсем тата халăхсем çинчен фильм ӳкерекенсем хутшăнаççӗ.

Майăн 26-мӗшӗнче ТР Культура министерстви кинопроектсен питчингне ирттерчӗ. Ку конкурса коммерцилле мар организацисем хутшăнаççӗ. Çӗнтерӳçӗсене ведомство кино ӳкерме субсиди парса пулăшать, пӗлтерет «ТатарКино» пиар уйрăмӗ.

Пӗтӗмпе Культура министерстви 2026 çулта 8 социаллă пӗлтерӗшлӗ фильма ӳкерме тӗрев пама палăртнă.

Çавсен шутӗнче –  çул-йӗр правилисене пăхăнассипе, йӗри-тавралăха сыхлассипе, йӗркене пăсакансен профилактикипе, терроризмпа экстремизм  профилактикипе çыхăннă социаллă роликсен циклӗ е  кӗске метрлă документлă фильм, субсиди калăпăшӗ 500,0 пин тенкӗ.

Кави Наджми çуралнăранпа 125 çул çитнине тата ун  творчествине халалланă кӗске метрлă документлă фильм, ку енӗпе те  500,0 пин тенкӗ пама йышăннă.

Тутарстан Республикин искусство ӗçченӗсене халалланă эксперимент жанрӗпе ӳкернӗ фильмсем (авангардлă, абстрактлă, альтернативлă, поэзиллӗ кино). 2027 çулта сăмахран Зульфат (Маликов Дульфат Усманович) поэт çуралнăранпа 80 çул, Иван Иванович Шишкин çуралнăранпа 195 çул пулать, Баки Урманчен 130-, Галимджан Ибрагимовăн 140-çуллăхӗсем пулаççӗ, юбилярсем татах та пур. Ку енӗпе те субсиди калăпăшӗ 500,0 пин тенкӗ.

Вертикальлӗ форматпа микродрама жанрӗпе ӳкернӗ илемлӗ киносериал валли (50 серий) 2500,0 пин тенкӗ пама палăртнă.

Ятарлă çар операцине хутшăннисем, çар çыннисем çинчен тулли метрлă документлă кинофильм ӳкерме 1000,0 тенкӗ парăнать.

     «Культура. Сейчас» ятпа Тутарстанăн хальхи искусствине халалласа кӗске метрлă музыка видеовӗн жанрӗпе кӗске метрлă илемлӗ кино ӳкерекенсене те 1000,0 пин тенкӗ парса пулăшаççӗ.

Тутарстан Республикинче пурăнакан халăхсен культурипе йăли-йӗрки çинчен кино ӳкерес текенсене те тӗрев пур, субсиди шайӗ – 1000,0 пин тенкӗ.

Габдулла Тукая, Фатих Амирхана, Муса Джалиле, Габдулла Кариева халалласа кӗске метрлă документлă кино ӳкерекенсем валли уйрăм номинаци палăртнă. Ку енӗпе ӗçлекенсене те 1000,0 пин тенкӗ парăнать.

Питчинга хутшăннисем экспертсен комиссийӗ умӗнче хăйсен проекчӗсене хӳтӗленисӗр пуçне киноиндустри профессионалӗсенчен паха сӗнӳсем илме пултарнă.  

Сăнӳкерчӗк «ТатарКино» пиар уйрăмӗн.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев