Культура министрӗ Сăваплă Коран премине тивӗçнӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Культура министрӗ Сăваплă Коран премине тивӗçнӗ

ТР культура министрне Ирада Аюповăна «Тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн» Раççей мăсăльманӗсен орденӗпе наградăланă.

 

Апрелӗн 24-мӗшӗнче Г.Камал ячӗллӗ театрта «Хусан ислам тӗнчин культурăн тӗп хули» Çулӗн пӗрремӗш мероприятийӗнче  Сăваплă Коранăн Халăхсен хушшинчи премине пама йӗркеленӗ чаплă церемонире  панă ăна.

Ордена РФ мăсăльмансен тӗн управленин председателӗ, Тӗп муфтий шейх Равиль Гайнутдин панă.

Наградӑна ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене аталантарма, тӗрлӗ наци представителӗсем хушшинчи туслӑхпа ӑнланулӑха çирӗплетме, Раççей халӑхӗсен культурине сыхласа хӑварас сферӑра нумай çул тухӑçлӑ ӗçленӗшӗн панӑ.

Сӑваплӑ Коранӑн Пӗтӗм тӗнчери премине  кăçал Раççей Федерацийӗн Президенчӗ пӗлтернӗ Раççей Халӑхӗсен пӗрлӗхӗн çулталӑкне халалланӑ.


#общество

Нет комментариев