Культура министрӗсен съезчӗ иртрӗ
Хусанта «Раççей – Ислам тӗнчи: KazanForum» халăхсен хушшинчи экономика форумӗ шайӗнче Ислам çӗршывӗсен организацийӗн культура министрӗсен пленарлă ларăвӗ пулчӗ.
Мероприятие РФ Культура министрӗ Ольга Любимова, Индонези, Казахстан, Мавритани, Пӗрлешӳллӗ Араб Эмирачӗсен, Джибути, Иран, Оман, Азербайджан, Палестина, Сьерра-Леона, Узбекистан, Сауд Аравийӗн, Сомали, Бахрейн, Судан, Таджикистан, Гвинея-Бисау тата Пакистанăн культура министрӗсемпе чрезвычайлă полномочиллӗ представителӗсем хутшăнчӗç. Хусана ICESCO (Вӗрентӳпе наука тата культура ыйтăвӗсемпе ӗçлекен ислам организацийӗн) генераллă директорӗ Салем бин Мухаммед Аль-Малик, Ислам çӗршывӗсен организацийӗн культура департаменчӗн директорӗ Гусейн Раузи тата РФ Араб патшалăхӗсен лигин представителӗ Валид Хамид Шилтаг килнӗ. Ларăва ТР премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева ертсе пычӗ.
РФ Культура министрӗ Ольга Любимова тӗлпулу гуманитари сферинчи диалога аталантаракан пӗлтерӗшлӗ платформа пулса тăнине палăртрӗ. Вăл каланă тăрăх, виçӗ сехет хушши иртнӗ пленарлă лару культура енӗпе тачă çыхăнса тата йăлана кӗнӗ хаклăхсене упраса хăварассипе ӗçлеме пурте хатӗррине кăтартса пачӗ.
ТР премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева Хусан культура тата вӗренӳ сферинчи проектсене пурнăçа кӗртекен площадка пулса тăма хатӗррине каласа хăварчӗ. 2026 çулта хулара ислам тӗнчипе çыхăнăва анлăлатас тесе çӗнӗ мероприятисем ирттерме палăртнă.
Съездăн пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх, хутшăнакансем пӗрлехи проектсене, çав шутра тӗнпе регион еткерлӗхӗн, музейпе культура хушшинчи диалог енӗпе, хута яма хатӗр. Çавăн пекех вӗсем çитес плансене сӳтсе яврӗç, малашне мӗнле ӗçлесси çинчен калаçса татăлчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев