«Культура» телеканал декабрьте И.Я. Яковлев çинчен фильм кăтартать
«Август» ТВ студи (Мускав) хальхи вăхăтра Иван Яковлевич çинчен фильм ӳкерет. Вӗсем Чăваш Наци библиотекинче пулнă та ӗнтӗ. Фильма кăçал декабрь уйăхӗнче «Культура» телеканалпа кăтартаççӗ.
Хусанта Н.И. Лобаческий ячӗллӗ библиотекăра иртнӗ çавра сӗтелӗн программи чăнах та анлă пулчӗ. Иван Яковлевич Яковлевăн пурнăçӗпе ӗçӗ-хӗлне тӗпӗ-йӗрӗпе тӗпченӗ, çӗнни урăх нимӗн те çук пек туйăнать, анчах тата мӗн чухлӗ иккен-ха ун çинчен пӗлменни. Чи савăнтараканни вара хисеплӗ ентешӗмӗрӗн еткерлӗхӗ манăçман, вăл пурăнать. Цифровизаци ку енӗпе çӗнӗ майсем уçрӗ. Тӗслӗхрен, ЧР Наци библиотекин «Чăваш еткерлӗхӗн цифра библиотеки «Чăваш Ен еткерӗ» порталта Иван Яковлевичăн мӗнпур ӗçне цифра çине куçарнă. Урăхла каласан, вӗсемпе пуринпе те интернетра паллашма пулать.
Чăваш наци музейӗн фондӗнче пуян фотоколлекци те упранать. Иван Яковлевич, Чӗмпӗрти чăваш шкулӗпе, çемйипе, паллă çынсемпе ӳкерӗннӗ 509 сăнӳкерчӗк унта, вӗсенчен 154-шӗ оригинал тата 355-шӗ фотокопи, документсемпе кӗнеке хуплашкин сăнӳкерчӗкӗсем.
Сăмах май, хальхи вăхăтра «Август» ТВ студи (Мускав) Иван Яковлевич çинчен фильм ӳкерет. Вӗсем Шупашкарти наци музейӗнче пулнă та ӗнтӗ. Фильма кăçал декабрь уйăхӗнче «Культура» телеканалпа кăтартаççӗ. Кун çинчен Чăваш наци музейӗн историсекторӗн заведующийӗ Андрей Зарубин Хусанта Н.И.Лобачевский ячӗллӗ наука библиотекинче иртнӗ çавра сӗтелте пӗлтерчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев