Культура вучахӗ 50 çул ăнăçлă ӗçлет
Патраклăра клуб уçнăранпа çур ӗмӗр çитрӗ
Патраклăри Культура центрӗ ял варринче ларать. Вăл питӗ илемлӗ. Шăп 50 çул каялла, 1974 çулхи ноябрӗн 6-мӗшӗнче, Калинин ячӗллӗ колхоз председателӗ Миргасим Гильфанович Мингазов сакăр çул каялла тума пуçланă клуба уçма ял халăхне пуçтарнă. Алăкӗсен умӗнчи хӗрлӗ хăйăва Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă Ванюрка Алендуков каснă. Мӗнле савăнăçлă пулăм!
Культура çурчӗн пӗрремӗш директорӗ Валентин Паймухин уйăх çурă кăна ӗçлет. Шăп çав вăхăтра эпӗ, Зинаида Савдиярова, Елабугăри культурăпа çутӗç училищине вӗренсе пӗтертӗм. Элметри культура управленийӗнчен мана ӗçлеме Патраклă ялне ячӗç. Ун чух заведующи Марсель Нуриевич Зиннатуллинччӗ. Вăл мана Ӗç çыннисен Пӗтӗм Союзри пӗрремӗш илемлӗ пултарулăх фестивалӗн положенине тыттарчӗ те: «Эсӗ пирӗн чăваш специалист, апла пулсан чăвашсемпе хăвăрăн тăван чӗлхӗрпе усă курса ӗçлӗн», — терӗ.
Çапла Патраклăри Культура çурчӗн директорӗнче ӗçлеме пуçларăм. 1978 çултан пуçласа мӗн тивӗçлӗ канăва тухиччен илемлӗх ертӳçинче тăрăшрăм. 1975 çулхи январьте юрăпа ташă ансамблӗ йӗркелесе ятăм. Малтан ятсăрччӗ-ха пирӗн ансамбль. Каярах, 1982 çулта, Патраклăри авалхи юрăсене юрлама тытăнсан ансамбле «Çеçпӗл» ят патăмăр. 1991 çулта вăл халăх ансамблӗн ятне илме тивӗçрӗ.
«Çеçпӗл» Элметре иртекен пӗр мероприятирен те юлман. Тӗрлӗ конкурссенче, фестивальсенче çӗнсе илнӗ дипломсен шучӗ те çук.
50 çул ялти культура вучахӗ ăнăçлă ӗçлет, çынсене тӗрлӗ мероприятисемпе савăнтарать. Вăл ял-йышран та, хăнасенчен те татăлмасть. Маншăн клуба уçнă вăхăт питӗ пӗлтерӗшлӗ. Шанас та килмест 50 çул иртсе кайнине. Хам ӗçленӗ чухне ансамбле çӳренӗ çынсене чӗререн тав тăватăп, çирӗп сывлăх сунса хӗрӳллӗн саламлатăп.
Зинаида АЛЕКСЕЕВА.
Патраклă.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев