Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Кун пек «Нарспи» хальччен çукчӗ-ха

Пушкӑртстанри пӗртен-пӗр чеканист, республикӑн тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗ, Ӗпхӳре пурӑнакан чӑваш художникӗ Анатолий Витальевич Яковлев «Нарспи» поэмăри 8 пулӑма («Нарспи», «Туй», «Тăхтаман хӗнени», «Нарспипе Сетнер тарни», «Нарспи вилӗмӗ» тата ытти) алюмини листасем çине шаккаса ӳкернӗ. Экспозицие К.В,Ивановăн 135 çулхи юбилейӗнче Слакупçра кăтартрӗ.

Чăннипех шедевр. Куракана панносем ӑнланмалла пулччăр тесе поэмӑн вырăсла куçарнӑ сыпӑкӗсене пичетлесе юнашар вырнаçтарма та ӳркенмен автор. Картинăсене Константин Ивановăн юбилейӗ тӗлне ятарласа ӗлкӗртнӗ Анатолий Витальевич.

— Ку шухăш ман таçта чӗре тӗпӗнче тахçанах пулнă-ха. Пӗрре лартăм та: «Эсӗ вӗт чăваш, „Нарспие“ тимӗр çине тутар е пушкăрт тумасть, атя тытăн, пултаратăн, эс ку ӗçе вӗреннӗ», — терӗм ăшра. Поэмăна вуларăм, чи интереслӗ вырăнӗсене суйларăм. Эпӗ никамăн ӗçне те илмен, поэма тексчӗ тăрăх эскизсене хамах ӳкертӗм. Пӗтӗмпе çулталăк вăхăт кайрӗ, пӗлтӗр ноябрь уйăхӗ тӗлне панносене пӗтертӗм. Пӗтӗмпе 8 ӗç кунта. Вӗсене никамах та курман-ха. Пелепейри ӳнер галерейнче курав пырать ман, халӗ кунта илсе килтӗм ак, ӗçӗмсене çынсем курччăр терӗм. «Нарспи» поэма тăрăх тимӗр çинче тунă декоративлă панносем урăх çук вӗт никамăн та.


Поэмăра интереслӗ сюжетсем тата пур, анчах экспозицире панно ытлашши нумай пулмалла мар, çапах пуçламăшӗнчен вӗçне çитичченех кăтартмалла. К.Ивановăн тематикипе малалла ӗçлес килет-ха ман. Сахал тӗпченӗ, иллюстрациленӗ произведенийӗсем те пур вӗт унăн. Калăпăр, «Тимӗр тылли», — терӗ Анатолий Витальевич экспозиципе паллаштарнă май. Курав çитес вăхăтра Шупашкарта, кӗркунне Ульяновск хулисенче уçăлмалла, черет Хусана та çитессе çав тери кӗтетпӗр. Ку ӗçе кашни чăваш курмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России