Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кун савăнăçлă, лăпкă, ырă иртнӗ

Суйлав участокӗсем хупăнсан ТР Тӗп суйлав комитечӗн Председателӗ Андрей Кондратьев Пӗрлехи хыпар центрӗнче журналистсемпе тӗл пулчӗ

Суйлав участокӗсем хупăнсан ТР Тӗп суйлав комитечӗн Председателӗ Андрей Кондратьев Пӗрлехи хыпар центрӗнче журналистсемпе тӗл пулчӗ

Чи малтанах МХХ ӗçченӗсене, сăнавçăсене тав турӗ. Хальхинче сăнавçăсен йышӗ ӳснипе кăмăллă юлнине пӗлтерчӗ. Çӗнӗ ăру пулса иртекен ӗçсем çине сӳрӗккӗн пăхмасть, пуласлăх ăна чăнних хумхантарать тесе ăнлантарать çакна Андрей Станиславович.
Суйлав кунӗнче республикăра 22 пин ытла суйлав участокӗ ӗçленӗ, вӗсен ӗçне 16 пин ытла сăнавçă пăхса тăнă. Пӗтӗмӗшле илсен кун лăпкă иртнӗ. Пилӗк çын регистраци адресӗпе хăйсен ятне тупайманни пирки пӗлтернӗ, кун пек ыйтусене çийӗнчех татса панă. Çак кăлтăка А.Кондратьев компьютер «çӗнелнӗ» вăхăтра çухатнипе ăнлантарчӗ. 
РФ тӗп суйлав комитечӗпе çыхăннине те кӗскен каласа пачӗ ТР ЦИК Председателӗ. Çак кунсенче 150 пин ытла атака чăтса иртттерме тивнӗ иккен, вăл шутра Тутарстан суйлав кунӗсене хур тăвас текеннисем те пур. «Çак кунсенче кăна 5 аккаунт шутласа кăларнă ман ятпа. Çакăн пек пуласса малтанах ăнкартăмăр: председатель, унăн çумӗ, секретарь — чи малтанах çавсен урлă сиен кӳме хăтланӗç. Çакăн пек чух ӗçлеме шалти регламент шутласа кăлартăмăр. Тӗрӗс турăмăр», — пытармасăр каласа пачӗ Андрей Станиславович. Пӗр кулăшла фейка тӗслӗхе те илсе кăтартрӗ: «Тутарстанри суйлав участокӗнче сентябрӗн 7-мӗшӗнче закона сӗмсӗрле пăснă». Пӗтӗм Раççей регионсен суйлавӗсене виçӗ кун суйланипе Тутарстан та çаплах тăвать тесе шутланă курăнать.
Суйлав вăхăтӗнче республика шайӗнчи тата федераци шайӗнчи «хӗрӳ телефонсем» ӗçленӗ, пӗтӗмпе 720 шăнкăрав йышăннă операторсем. Нумайăшӗ суйлав йӗркипе çыхăннă — киле пырса ватта суйлаттарассипе е тата ытти ыйтусене тӗплӗнрех ăнлантарса парассипе. Сисчӗвлентерекн, хăрушлăх çинчен шăнкăравланисем пулманнине пӗлтерчӗ пире Андрей Кондратьев. 
Июлӗн -мӗшӗ тӗлне ТР ЦИК с 2 миллион та 256 пин суйлавçа палăртнă. Паян 18 сехет тӗлне 63,3 процен сасăлани паллă пулни çинчен пӗлтерчӗ ТР ЦИК председателӗ.
Кун мӗнле иртнипе интересленсен Андрей Станиславович ырă, кăмăллă, савăнăçлă, лăпкă иртнине пӗлтерчӗ.
Татьяна Васильева. 
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Выборы2024