Кунашкал акцисем пӗтӗм Тутарстанӗпе иртеççӗ
Çӗркӗ Хусанти Çӗнтерӳ паркӗнче «Вăрçăн вутлă ӳкерчӗкӗсем» патриотизмла акци иртнӗ. Хулари çамрăксен организацийӗсем пуçтарăнса çуртасенчен тӗрлӗрен ӳкерчӗксем тунă, патриотла сăмахсем çырнă. Кунашкал акцисем пӗтӗм Тутарстанӗпе иртнӗ.
81 çул каялла вăрçă пуçланнине асăнни кунпа кăна вӗçленмест. Паян 12 сехет те 15 минутра Раççейре «Шăплăх минучӗ» акци иртет. Утмăл çекунт хушшинче Мускавра тата ытти регионсенче телевиденипе радио ӗçлеме чарăнать. Асăну тата хурлану куне халалланă акцин вăхăтне ахальтен суйласа илмен. 1941 çулхи июнӗн 22-мӗшӗднче шăпах 12 сехет те 15 минутра Совет Союзӗн Правительстви фашистла Германи тапăнни çинчен пӗлтернӗ. Çак акцие Раççейре пӗрремӗш çул кăна ирттермеççӗ, ăна паллă тăвасси çинчен калакан закона 2020 çулта Раççей Президенчӗ Владимимр Путин алă пусса çирӗплетнӗ.
Шăплăх минучӗн тӗп тӗллевӗ – Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçинче вилнӗ 26,6 миллион çынна асăнасси.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев