Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кунпа çӗр танлашсан

Мордва уявне 3000 çын хутшăннă


Мордва уявне 3000 çын хутшăннă

Кăçал Çемье çулталăкӗ пулнине тӗпе хурса йӗркеленӗ ăна. Çемье туйран пуçланать, çавăнпа хăнасене мордва халăх туйне кăтартнине кăсăкланса пăхрăмăр. Тӗлӗнмеллисем, танлаштармаллисем (пӗр-пӗринчен инçе пурăнмастпăр вӗт) пулчӗç, хӗр çураçнинчен пуçласа туй туни таранах кăтартрӗç. Хӗр туприне çӳпçере упранине те асрах тытнă. 
Мероприятире РФ Патшалăх Думин депутачӗ Ильдар Гильмутдинов, ТР Муниципаллă йӗркеленӳсен Канашӗн председателӗ Экзам Губайдуллин, Теччӗ районӗн пуçлăхӗ Рамис Сафиуллов, ТР Культура министерствин уйрăм пуçлăхӗ Виктория Даутова, ТР Обществăлла палатăн председателӗн çумӗ, ТР Халăхсен Туслăх Çурчӗн директорӗ Тимур Кадыров, ТР Мордва наципе культура автономийӗн председателӗ Наталья Сабитова пулчӗç. 

Пролог хыççăнах концерт программи пуçланчӗ. Тутарстан районӗсенчен, кӳршӗ регионсенчен пуçтарăннă 20 фольклор коллективӗн пултарулăхӗпе киленчӗç уяв хăнисем. «Кильдюшевские бабки», Г.И.Сураев-Королев ячӗллӗ «Келу» мордва фольклор коллективӗ, «Варма» этно-арт-театр — Валда Шинясь хедлайнерӗсем пулчӗç. «Варма» паянхи стилистсен тумӗсене çеç мар, авалтанпа тирпейлӗ упраса ăруран ăрăва куçса пыракан тумсене те кăтартрӗç Теччӗ районӗнчи Кильдюшевăра. Спорт, апат-çимӗç, суту-илӳ енӗпе те фестивале килнисене илӗртмелли чылай йӗркеленӗ. Пулăçсем иртенех хăнасене тутлă пулă шӳрпи пӗçерсе çитерессипе чупкаласа çӳрени тӳрре килчӗ — виçӗ тӗслӗ çырма пуллинчен пӗçернӗ шӳрпене мухта-мухта çирӗç килнисем. 

Сăнӳкерчӗк addnt.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Праздники