Кунта малашлăх парнелеççĕ
Ыттисем пекех куллен ӗçе çӳрӗç, ӗç укçи илӗç...
Паянхи кун Тутарстанра сывлăх енчен çирӗп мар 274,5 пин çын пурăнать, вӗсенчен 17225-шӗ çул çитмен ача. Иккӗмӗшӗсем республикăри çул çитменнисен пӗтӗмӗшле шутӗнчен 2 проценчӗ чухлӗ. Инвалидсене республикăра 112 патшалăх социаллă тивӗçтерӳ учрежденийӗ, 17 реабилитаци центрӗ, социаллă тивӗçтерӳ центрӗ çумӗнчи 6 центр тата 21 патшалăхăн мар реабилитаци центрӗ пулăшу параççӗ.
Анчах сывлăх енчен çирӗп мар ачасен малашлăхӗ пурин те çутă мар, вӗсене патшалăх 18 çула çитиччен кăна тимлӗх уйăрать. Малалла хăй нушипе хăй кăна, тӗрӗсрех каласан çемйи, пӗччен юлать. Мӗншӗн тесен психика чирӗпе аптракансем, ăс-хакăл енчен аталанайманнисем, тӗслӗхрен, ӗçлеекеннисен ушкăнне кӗреймеççӗ. Шăпах çакăн пек ачасене хăйсем валли çăкăр ӗçлесе илме вӗрентес шутпа Хусанти Елена Нуруллинан логопеди центрӗ кăçал «Малашлăх парнелетпӗр» проект пуçарчӗ. Сывлăх енчен çирӗп мар, 14 çултан аслăрах ачасемпе çамрăксем валли кунта «Асамлă декор» студи уçăлчӗ.
Проект авторӗ — асăннă центрăн хуçи Елена Нуруллина. Хăй те инвалид-ачан амăшӗ пулнăран ку ыйту çине чăн малтан анне пек пăхать вăл, мӗншӗн тесен ачишӗн хăйӗн те чӗри ыратать, малашлăхӗ шухăшлаттарать. «Сывлăх енчен çирӗпех мар çул çитмен ачасемпе çамрăксене ӗç парса малашне хăйсем валли çăкăр ӗçлесе илме вӗрентесшӗн эпир. Мана ку ӗçе пуçăнма хӗрӗм Алена хавхалантарчӗ», — тет вăл.
Студире дизайнер япалисем (светильниксем, сехетсем, сӗтелсем) ăсталама, фарфортан тунă япаласене илемлетме, пукане тума, сивӗ фарфортан чечек çыххисемпе композицисем ăсталама, çемçе сӗтел-пукан çиттисене çӗнетме вӗренӗç.
Вӗренӳ программи 4 çула пăхăннă. Пирвайхи икӗ çул ачасемпе çамрăксене живопись, декупаж, декор элеменчӗсем тумалли хăнăхусемпе паллаштараççӗ. Çак категорири ачан пуç мимийӗ сывă ачанни пек ӗçлейменнине кура изделие йăлтах хăй тӗллӗн тăваймасть вăл. Çавăнпа пӗри пӗр япала, тепри теприне ăсталать кунта.
Пирвайхи икӗ çулта педагогсем ача е çамрăк хăш енӗпе ытларах пултарнине сăнаççӗ те тепӗр икӗ çулне çав хăнăхăва тарăннăн аталантарса чăн-чăн ăстана çитерме планлаççӗ.
Вӗренӳ хыççăн кашни «Асамлă декор» курсне иртни пирки сертификат илет. Малалла та тимлӗхрен çухатмӗç вӗсене. Пӗрремӗш кăларăм тӗлне кунтах мастерской уçма шутлаççӗ. «Асамлă декор» студине пӗтернисем унта ытти çынсем пекех куллен ӗçе çӳрӗç, ӗç укçи илсе тăрӗç.
Студи ӗçлеме тытăнни нумай мар-ха, апла пулин те аутизм, Даун синдромӗллӗ тата ытти диагнозлă ачасемпе çамрăксен кӗçӗннисен тата аслисен икӗ ушкăнӗ йӗркеленнӗ. Унта çӳрекенсем çанă тавăрса вӗренӗве пуçăнчӗç. Пирвайхи изделисем — шкатулкăсем, сехетсем, панносем, кăранташ-ручка хумалли савăтсем хатӗр те ӗнтӗ, вӗсемпе «Принятие» Пӗтӗм Раççей конгресӗнче паллаштарчӗç. Хальхи вăхăтра студи Çӗнӗ çул сувенирӗсем — чăрăш çине çакмалли теттесем, чăрăшсем, гномиксем, кăмăла çӗклекен тата ытти япаласем — хатӗрлессипе ӗçлет. Хăйӗн сайтӗнче сутма тăрăшать.
Алă вӗççӗн ăсталанă дизайнер япалисем йӳнӗ пулаймаççӗ, мӗншӗн тесен вӗсене ăстаçă хăйӗн чун ăшшине хушать. «Асамлă декор» япалисенче вара ачасен чун ăшшийӗсӗр пуçне чӗрисенчи малашлăха шанăç çуратакан хӗлхем те пур. Ыттисем пек пулма май пани вӗсемшӗн укçапа виçме çук савăнăç.
«Асамлă декор» студие 14 çултан иртнӗ, инвалидность пур хуть кам та çӳреме пултарать.
Ирина КУЗЬМИНА.
М. Ягодинская сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев