Курава Хусанта уçса тӗрӗс тунă
Ӗнер Хусанти «Россия – Моя история» Истори паркӗнче «150 артист. Театр ӗçченӗсен союзӗ» театр ӗçченӗсен союзӗ 150 çул тултарнине халалланă мультимедиа куравӗ ӗçлеме пуçланă
Ăна Гуманитари проекчӗсен Фончӗпе РФ Театр ӗçченӗсен союзӗ хатӗренӗ, РФ Культура министерствипе Президентăн культура пуçарăвӗсен фончӗ пулăшнă.
Курава уçнă çӗре власть органӗсен, Хусанти театрсен, обществăлла органиацисен, ӗçченӗсем хутшăнчӗç: ТР Раисӗн Департаменчӗн гражданла общество институчӗсемпе хутшăнса ӗçлекен Управленийӗн обществӑпа политика тата коммерциллӗ мар организацисемпе шалти политика ыйтӑвӗсемпе ӗçлекен уйрăмăн тӗп канашçи М. Н. Лукашина, К.Тинчурин ячӗллӗ Тутар патшалӑх драмӑпа комеди театрӗн тӗп режиссерӗ А.Т.Заббаров, Хусан патшалăх çамрăксен театрӗн директорӗ А.А.Горнышева, М.Джалиль ячӗллӗ тутар патшалăх академи оперăпа балет театрӗн директор çумӗ Ю.П.Ларионов, В.Качалов ячӗллӗ Хусан академи вырăс драма театрӗн директор çумӗ Р.С.Копылов, РФ тата РТ халăх артистки С.Г.Романова, РФ тава тивӗçлӗ артисчӗ М.О.Галицкий, Хусан епархиӗн мисионерсен уйрăмӗн председателӗ иерей А. Ермолин тата Тутарстанри «Россия – Моя история» Истори паркӗн директорӗ Т.Н. Ильина.
Айдар Заббаров «150 артист. Театр ӗçченӗсен союзӗ» курав шăпах Хусанта уçăлни тӗрӗс, тесе шутлать. Мӗншӗн тесен Хусанти театрсен пуян истори, ӗмӗрсенче никӗсленнӗ йăли-йӗрки те, халь пулса иртекен пысăк улшăнусем те çакна çирӗплетет.
Экспозици вырăс театрӗн аталанăвне XIX ӗмӗр пуçламăшӗнчен паянхи кунччен кăтартса парать. Пурте пӗлекен, куракан юратнă артистсен, режиссерсемпе театр деятӗлӗсен шăписем çинчен каласа парать.
Мультимедиа-стенасем çинче 1897 çулта пӗрремӗш хут иртнӗ Пӗтӗм Раççейри сцена деятелӗсен съезчӗн делегачӗсен, революци тапхăрӗнче ӗçленӗ артистсен сăнӳкерчӗкӗсем. Сенсорлă экрансем XIX ӗмӗрте театр мӗнле аталанни çинчен хыпарлать. Виртуаллă кӗнекесенче Всеволд Мейерхольд спектакльсенчи сăнарсем валли тунă тумсен ӳкерчӗкӗсене курма пулать.
1930–мӗш çулсенче репрессие лекнӗ искусство деятелӗсене халалланă экспозици те пур куравра. Аслă вăрçă вăхăтӗнче мӗнле ӗçленисене, блокадăри Ленинград артисчӗсен сăнӳкерчӗкӗсене курма пулать.
Легендарлă артистсен архиври кадрӗсенче Галина Уланова, Мария Савина, Олег Табаков, Майя Плисецкая, Федор Волков тата ыттисем.
Раççей театр ӗçченӗсен союзӗн паянхи ӗçӗ-хӗлӗ çинчен каласа паракан уйрăм та пур. Унта театрăн çӗнӗ ăрăвӗ çинчен каласа параççӗ, паянхи пултаруллă, паллă артистсен сăнӳкерчӗкӗсем куракан çине пăхаççӗ.
Курав 2026 çулхи апрелӗн 15-мӗшӗнчен майăн 3-мӗшӗччен кашни кун (тунтикунсăр пуçне) 10:00 – 19:00 ӗçлет. Тӳлевсӗрех кӗртеççӗ.
Сăнӳкерчӗк «Россия – Моя история» Истори паркӗн пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев