Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Курше» фестивале пӗтӗмлетнӗ: 57 проект тата 211 мероприяти

Тутарстанра «Курше» фестивалӗн çуллахи сезонӗн çӗнтерӳçисене палăртнă. Республикăри 33 муниципаллă йӗркеленӳрен 57 проект укçа-тенкӗ енчен пулăшу илет. Çӗнтерӳçӗсем хулари уçă вырăнсенче июлӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа сентябрь вӗçӗччен мероприятисем ирттермелле.

Конкурса Тутарстанри 45 районтан 1058 заявка килнӗ. Вӗсенчен 778-шне тӗп направленипе панă пулсан, 280-шне – «Курше. Мирас»  ятарлă çӗнӗ проекта. Проекта культура эткерлӗхӗн тата креативлă индустрисен сферинчи пуçарусене пулăшас тӗллевпе пуçарса янă.  

Эксперт комиссийӗ тӗп конкурсăн 57 çӗнтерӳçине суйланă. Çӗнтерӳçӗсен хушшинче – хастар хула çыннисем, культура учрежденийӗсем, общество организацийӗсем тата обществăлла вырăнсене тата ырă кӳршӗллӗ хутшăнусене аталантарас шухăшлă пуçаруллă ушкăнсем. Проектсене хакланă чухне мероприяти идейине, пахалăхне, бюджетне, команда опытне, çынсем хутшăннине тата вырăнти пӗрлӗхе аталантармалли вăй-хăвата шута илнӗ.

Мероприятисем ытларах Хусанта, Çырчаллинче, Элмет тата Çӳлту  районӗсенче иртӗç. Финала тухнă командăсем пӗтӗм республикипе пурӗ 211 мероприяти ирттерӗç. Конкурс пысăк хуласене кăна мар, пӗчӗк ялсене те пӗрлештерӗ. Тӗслӗхрен, Тукай районӗнче проектсене харăсах темиçе ял хутлăхӗсенче пурнăçа кӗртӗç.

Çӗнтерӳçӗсен хушшинче тӗрлӗ масштаблă пуçарусем пур. Чи вăрăмми – Çырчаллинчи Римма Галлямовăран  проект «Эко-арт-тропа "Прибрежные истории"»  проект. Çу тăршшӗпе ун шайӗнче 32 мероприяти иртет. Чи йышли – Кукмор районӗнчи «Районти культура çурчӗ» муниципаллă бюджет учрежденийӗн проекчӗ, унта 10 пине яхăн  çын хутшăнать. Çавăн пекех инклюзивлă пуçарусем те пулăшу илчӗç. Павлă районӗнче сывлăх енчен çирӗп мар ачасемпе вӗсен ашшӗ-амăшӗсем валли адаптациленӗ «Нейрополет»  мероприятисем пулаççӗ. Чи тӗрлӗ енлӗ проектсенчен пӗри – Анат Камăри креативлă индустрисен «База» центрӗ йӗркелекен  фестиваль. Ун шайӗнче картишсенче рок-концертсем, мастер-классем тата ытти мероприятисем иртеççӗ.

Июнӗн 9-мӗшӗнчен пуçласа 14-мӗшӗччен ВКонтактере  «Курше» фестивалӗн   пуçарăвӗсемшӗн халăх сасăлавӗ иртет. Унта çӗнтерӳçӗ пулайман, анчах комисси пысăк хак панă проектсем хутшăнӗç. Сасăлав пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх тата  виçӗ çӗнтерӳçе суйласа илӗç.

Сезонăн тӗп çӗнӗлӗхӗ – «Курше. Мирас»   хула е район валли вăрах вăхăта тăсăлакан проектсем. Заявкăсене Тутарстанри креативлă индустрисен 12 сферин кураторӗсем хакланă. 17 проект пулăшу илнӗ. Кăçал çулла проект çӗнтерӳçисем туризм маршручӗсене, районсен дизайн-кодне, документлă фильмсене, тутар чӗлхипе çырнă подкастсене, урам куравӗсене, арт-объектсене, хальхи ӳнер фестивалӗсене, халăх ремеслисене, тутар йăли-йӗрки çинчен калакан спектакльсене, музыка проекчӗсене тата мобильлӗ микро-музейсене хатӗрлӗç.

Хутшăнакансемшӗн кураторсемпе пӗрле ӗçлес тапхăр июнӗн 8-мӗшӗнчен пуçланă, вӗсем хăйсен концепцийӗсене туса çитерӗç, вăрах вăхăтлăх кăтартусене уçăмлатӗç, çӗнӗ проектсем йӗркелӗç.

«Курше» фестивалӗн çӗнтерӳçисен мероприятийӗсен расписанине «Çулла Тутарстанра» проект сайтӗнче  leto.tatar тупма пулать. 

«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: лето в Татарстане «Курше» фестиваль