Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Лăпкă çывăр, пӗчӗк Ангел Ева

Паян, августăн 11-мӗшӗнче, Анат Камăри БПЛА атакинче вилнӗ пӗчӗк хӗрачана Евăна Çарăмсан районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнче – ашшӗн тăван ялӗнче пытарнă.

Ӗнерхи кун Тутарстанра траур кунӗ пулчӗ. Анат Кама хулине БПЛАсем атакăлани мирлӗ çынсен пурнăçне татрӗ. Тӗрӗссипе траур паян та сӗврӗлмен. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, 13 çыннăн пурнăçне илсе кайрӗ вăл тата 78 çынна йывăр амантса хăварчӗ. Çак пысăк çухату чӗрене ыраттарать.

Сăнӳкерчӗк «Наш Черемшан» хаçатăн сайтӗнчен.

Интернет-ресурссенче вилнисен хушшинче пӗр ача – хӗрача пулни паллă пулчӗ. Каçалапа вара пире, суварçăсене, хамăрăн штатра тăман автор А.Н., Анат Камăра пурăнаканскер, хӗрача унăн тăван пиччӗшӗн мăнукӗ пулнине пӗлтерчӗ. Чăваш хӗрпӗрчи...

«Ыран ăна Çӗнӗ Йӗлмелре пытараççӗ терӗç. Асламăшӗ Акрел хӗрӗ, пирӗн инке... Хӗрачан амăшӗ Йăвашкел хӗрӗ. Пӗлтӗр куртăм пиччен ывăлӗ хăйӗн хӗрӗпе иртсе кайнине, калаçнăччӗ...», – çырчӗ вăл пире.

Ашшӗ-амăшӗпе çывăх тăванӗсемшӗн нимпе виçейми пысăк çухату ку, чӗрене касакан ырату. Ку чухне лăплантарма кирлӗ сăмах тупма та йывăр. Ева ятлă пулнă çав хӗрпӗрчи.

 Паян, августăн 11-мӗшӗнче унпа ӗмӗрлӗхех сывпуллашрӗç. Евăна Çарăмсан районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнче – ашшӗн тăван ялӗнче, хӗрачан аслашшӗпе асламăшӗ пурӑнакан çӗрте пытарнине пӗлтерет «Наш Черемшан» хаçатӑн сайчӗ.

Симухинсен çемйишӗн ку калама çук йывăр хуйхă, пысăк çухату. Киев режимӗн варварла хăтланăвне пула айăпсăр чунăн – пӗчӗк Евăн пурнӑçӗ питӗ те ир, вăхăтсăр татăлчӗ.

Сăнӳкерчӗке А.Назарова ярса панă.

Ева пилӗк çулта кӑна пулнӑ, вӑл Анат Кама хулинчи 37№ «Родничок»  ача садне çӳренӗ. Унӑн ашшӗпе амӑшӗ – Алексей Михайловичпа Надежда Леонидовна ялта пӗлтӗрчченех учетра тăнӑ. Евăсăр пуçне çемьере икӗ çулти  Георгий çитӗнет. Вăл халӗ аппăшӗсӗр тăрса юлчӗ.

Пӗчӗк хӗрачапа сывпуллашма пӗтӗм ял-йыш пуçтарăннă. Митинг ялти Культура çурчӗ умӗнче иртнӗ. Унта Çарăмсан районӗн Ӗçтӑвком  ертӳçи Ильнур Замалетдинов, Анат Кама пуçлăхӗн çумӗ Александр Умников, ача сачӗн воспитателӗсем хутшăннине пӗлтерет «Наш Черемшан».

Эпир те, «Сувар» хаçатра ӗçлекенсем, хамăр тата Тутарстанра пурăнакан чăвашсен ятӗнчен Симухинсем çемйипе пӗрле тарăннăн хурланнине пӗлтеретпӗр. Çак йывăр çухатăва чăтса ирттерме вăй-хал пултăр сирӗн. Лăпкă çывăр пӗчӗк Ангел Ева…

Çемьесене пулăшусăр хăвармаççӗ 

Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Миннихановăн йышăнăвӗпе  Анат Камӑри БПЛА атакинче вилнисен тата шар курнисен çемйисене пуренлӗ пулӑшу парӗç. Вилнисен çемйисене 2-шер миллион тенкӗ, аманса шар курнисене 300 пинрен пуçласа 600 пин тенкӗ таран тӳлеççӗ. Унсӑр пуçне кӑштах е пӗтӗмпех пурлӑхсӑр тӑрса юлнисене те компенсаци пама палăртнă. Евăн çемйине вара муниципалитет йышăнăвӗпе тепӗр 1 миллион тенкӗ пама палăртнă.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Трагедия в Нижнекамске