Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Лайăх тăвас тенӗ те йăнăшнă

Юханшыва тарăнлатнă чух йăнăшнăшăн 30 пин тенкӗ штраф панă.

«Шыв пăтранчăк, тӗсне улăштарчӗ»,– тесе хыпарланă Степной Зай юханшывӗ пирки Элмет район çыннисем экологсене.  Экологи министерствин инспекторӗсем, паллах, факта вырăна кайсах тӗрӗсленӗ. Шел те, хыпар тӗрӗс.  Экспертиза шывра тӗрлӗ япаласем нормăран чылай пысăккине кăтартнине хыпарлать экологи министерствин пресс-служби. Сăлтавӗ те паллă – юханшыва тарăнлатас ӗçе тӗрӗс мар пурнăçлани.  Куншăн яваплисен çут çанталăка сиен кӳнӗшӗн халӗ 30 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивет. Шел те, çырмари шывăн пахалăхне ӳстермелли мерăсем çинчен те, хальхи лару-тăру юханшывари чӗрчунсем çине мӗнле витӗм пани çинчен пресс-служба асăнмасть. (Сăнӳкерчӗк ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствин пресс-службин).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: экология