Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Лениногорскра ачасем чăваш культурипе паллашнă

Лениногорск хулинчи Ю. Гагарин ячӗллӗ ача-пăча тӗп библиотекинче «Чăваш халăхӗн йăли-йӗркисем» ятпа фольклор уявӗ иртнӗ. «Халăх кӗнекин фестивалӗ» проект шайӗнче йӗркеленӗскере хулари 6-мӗш номерлӗ шкулта 4-мӗш «А» класра вӗренекенсем хутшăннă, тесе пӗлтерет «Лениногорские вести» хаçат.

Уявра ачасем чăваш халăхӗн историйӗпе тата культурипе паллашнă. Библиотекарьсем хатӗрленӗ «Чăваш культурин пуянлăхӗпе тӗрлӗ енлӗхӗ» курава тăратнă кӗнекесем те питӗ интереслентернӗ вӗренекенсене. Чăваш апат-çимӗçӗ, наци тумӗ, тӗррин илемӗ çинчен каласа панине хаваспах итленӗ ачасем. Хушпу-тухьяпа, чăваш тумӗллӗ пуканесемпе те кăсăклансах паллашнă, чăваш поэчӗсен сăввисене итленӗ. 


Чăваш чӗлхин вăрттăнлăхӗсене «Ваттисен сăмахне малалла тăс», «Тупмалли юмахăн тупсăмне туп» викторинăсене хутшăнса тарăнрах тӗпченӗ вӗренекенсем. 


Районти Çӗнӗ Шешкелӗнчен килнӗ хăнасем хăйсем ăсталанă кӗвӗ инструменчӗсемпе каласа чăваш халăх юрри юрласа панă.


— Эпир ачасене «Ят ямалла» чăваш халăх вăййи выляма вӗрентрӗмӗр. Хаваспах хутшăнчӗç. Вылякансене хамăр пӗçерсе килнӗ йăвапа хăналарăмăр. Ачасем питӗ савăнчӗç, — тесе каласа панă Çӗнӗ Шешкел ялӗн библиотекарӗ Светлана Исаева. 
Сăнӳкерчӗк «Лениногорские вести» хаçатăн сайтӗнчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2023 – Год национальных культур и традиций в Татарстане