Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Лисичанск ачисене Çӗнӗ çулпа парне пама май пур

Республикăри «ЯРДӘМ ЯНӘШӘ! ПОМОЩЬ РЯДОМ!» юхăм Луганск халăх республикинчи Лисичанскри ачасене валли парнесем пухма тытăнни çинчен пӗлтерет. ЛНР-та пурăнакан пӗчӗк ачасене памалли парнесене гуманитари пулăшăвӗ пухмалли пунктсенче йышăнаççӗ.

-    Лисичанскра паянхи кун тӗрлӗ çулти 2000 ача пурăнать. Паян пулса иртекен лару-тăру Çӗнӗ çула пăрахăçламалла мар. Кашни ача уява тивӗç, – тесе пӗлтернӗ юхăмăн координаторӗ Тимур Сафин. 

Республикăра пурăнакансене çак акцие хутшăнса парнесене гуманитари пулăшăвӗ пуçтаракан пункта илсе пыма ыйтаççӗ. Ку вăл пластилин, ал-ӗç хатӗрӗсем, канцеляри таварӗсем, завод упаковкинчи вылямалли япаласем пулма пултараççӗ. 

Паянхи кун Тутарстанра гуманитари пулăшăвӗ йышăнакан 84 пункт ӗçлет. Вӗсенче пуçтарнă япаласене икӗ республикăри склада кӳреççӗ. Складсенче япаласене сортлаççӗ те Лисичанска ăсатаççӗ. Луганск облаçне ăсатăнакан нумай тоннăллă грузовиксем икӗ эрнере пӗр хут теветкеллӗ çула тухаççӗ. 
Акцие йӗркелекенсем Лисичанскри ачасем Çӗнӗ çул парнисене вăхăтлă илессе шантараççӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев