Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Литература пикникӗ – ырă йăла

Чăваш Республикин Наци библиотеки çумӗнчи «Варкăш» литература клубне çӳрекенсем çулталăк тăршшӗпех чăваш çыравçисен кӗнекисене вуласа сӳтсе яваççӗ. 2023 çултанпа вара çӗртме уйăхӗнче варкăшçăсем литература пикникӗ ирттереççӗ. Ку ырă йăларан кăçал та пăрăнмарӗç вӗсем – çанталăк çиллӗ те сулхăн пулнине пăхмасăрах вулавăш картишӗнче пуçтарăнчӗç. «Чăваш кӗнеки» центрăн ӗçченӗсем тăрăшнипе ешӗл лапам чăн-чăн уяв шилӗкне çаврăнчӗ тесен те юрать. Сӗтел кукăль-икерчӗпе, пылак çимӗçпе, улма-çырлапа тулли. Хăнисем савăк кăмăллă.

Елчӗк тăрăхӗнчен килсе çитнӗ Ирӗк Килтӗш ӳнерçӗ улахран юлас мар тесе ирхи виççӗрех тăрса тухнă ялтан. Гитарине те хăйӗнчен хăварман. Çапла, Валерий Алексеевич картинăсем ӳкернисӗр пуçне сăвă-юрă хайлать, хăй кӗвӗленӗ юрăсене шăрантарать. Пикникра шăпах вӗсене гитара каласа янраттарчӗ. Тунсăхли те, ура хуçса ташлаттараканни те пулчӗ. Хаваслă юрă илтсен сак çинче тӳссе ларайăн-и вара, йăкăлт сиксе тăрăн та ухăнăн та авăнăн, тăррăс-тăррăс сиккелӗн.

Пилӗк тӗрлӗ музыка инструментне алла илнӗ Светлана Асамат чăваш халăх сăвăçи «Кай, кай Ивана...» юрă çеммине сӗрме купăспа каларӗ, Сиктӗрмене халалланă сăввине вуларӗ. Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗ Геронтий Никифоров тăван ялне – Çӗрпӳ районӗнчи Хурамал Туçана – халалланă сăввипе паллаштарчӗ.

Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ артисчӗ Геннадий Кириллов Гаврил Луçăн (Гаврил Спиридонович Лосев) поэмине вуланă чухне пурте тарăн шухăша путрӗç. Тип пусă тӗпӗнче тупнă партсигарти çыру нумай çул хăрушă вăрттăнлăх упранă-мӗн. Пусса анса кайнă моряк çăлăнас тесе нумай кăшкăрнă, хăй тӗллӗн самай тапаçланнă. Пӗр старик сасса илтсе пырсан мӗн тери хӗпӗртенӗ вăл, çартан тăван ялне чипер-сывă таврăнма ӗмӗтленнӗскер! Анчах инкекрен хăтăлайман моряк. Ватă çын пулăшу парас вырăнне ăна пăрахса хăварнă. Çитменнине, кутамккине те вăрланă. Мӗн тери пысăк тискерлӗх те путсӗрлӗх!..

И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗн ӳнерпе музыка пӗлӗвӗн факультечӗн преподавателӗ Юлия Дмитриева сăвăпа кӗвӗ мӗнле çыхăннине, юрăра тӗрӗс пусăм лартма пӗлни пысăк пӗлтерӗшлине ăнлантарса пачӗ, тӗслӗхсем илсе кăтартрӗ.

Зоя Сывлăмпи, Галина Кӗмӗл, Нина Пăрчăкан поэтсем хăйсен сăввисене вуларӗç. Çамрăксем те вӗсенчен юлмарӗç. Данил Медведевпа Мальвина Петровăн сăнарлă, метафорăсемпе пуян сăввисене тăвăллăн алă çупса йышăнчӗç. Ольга Австрийская «Çӗнелӳ», «Чун сиплевӗ», «Паллаттăм эп пӗр вӗçкӗн поэта...» хайлавӗсемпе паллаштарчӗ. Лариса Петрова юлашки вăхăтра куçару ӗçне ытларах тимлӗх уйăрнине пӗлтерчӗ, çавна май вырăс авторӗсен – Борис Ломакинăн, Елена Ткаченкăн, Екатерина Громовăн – сăввисене чăвашла вуларӗ. «Чăваш кӗнеки» центрăн хӗрӗсем те тӗлӗнтерме пултарчӗç, Ольга Тимофеевăн, Татьяна Семеновăн, Антонина Андреевăн хайлавӗсене юратсах итлерӗç варкăшçăсем. Библиотекарьсем пушă вăхăтра сăвă шăрçаланине хальччен чылайăшӗ пӗлмен-çке. Чăваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗн çумӗ Ольга Федорова Петр Чичкановăн «Ылтăн каç ыталарӗ яла...» сăввипе тыткăнларӗ.

Пикникра, паллах, варкăшçăсем тутлă апат-çимӗçпе сăйланчӗç, чей ӗçсе ăшăнчӗç. Уяв вӗçӗнче вара вăйă картине тăрса çаврăнчӗç. Утă тата çурла уйăхӗсенче литература клубӗ каникулта пулӗ. Авăн уйăхӗнче çӗнӗ сезон уçăлӗ.

 

Ольга ИВАНОВА

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество чувашские писатели